10 августа 2011 г.
– Авланма эпĕ хирĕç мар, анчах хĕр тупма йывăр, – терĕ пĕррехинче редакцие килнĕ пĕр арçын.Калаçу çăмхи сÿтĕлнĕ май хĕрĕхри арçын хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарма хирĕçлемерĕ, анчах та хăй мĕн ятлине палăртма хушмарĕ.
–Çапăçса-хирĕçсе çÿреместĕп эпĕ. Килте атте-аннепе пурăнатăп. Вĕсем тивĕçлĕ канура. Ĕмĕр тăршшĕпех хуçалăхра вăй хунă. Хам та ĕçсĕр ларма юратмастăп. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Эпĕ – кĕçĕнни. Çавăнпа та тĕп килтех пурăнатăп, – калаçăва тăсрĕ арçын.
Салтак аттине те тăхăнса курнă вăл. Алла повестка илсен савăннă. Салтак тивĕçне Куйбышев хулинче пурнăçланă. Киле таврăнсан хуçалăхра тăрăшнă, пĕр вăхăт ют хуласемпе облаçсене шапашкăсене çÿрени те пулнă.
– Çамрăк чухне çемье тăвасси пирки пит ытла шутламан та пулĕ çав. Шухă вăхăта савăнăçлă ирттерес тенĕ ĕнтĕ. Авлансан ирĕк пурнăç пĕтет-çке. Çулсем кайнăçемĕн мăшăрлă, ача-пăчаллă пуласси шутлаттарать паллах. Аттепе анне те çамрăк мар ĕнтĕ, – пĕлтерчĕ хусах.
Хăй нимĕнле ĕçрен те ÿркенменнине те палăртрĕ. Ялта кирпĕч купалаççĕ-и, çурт тăрри витеççĕ-и, утă-улăм турттараççĕ-и – пурне те пулăшма хатĕр вăл. Эрех ĕçсе çапкаланса çÿремест хĕрĕхри арçын. Килти хуçалăхра выльх-чĕрлĕхне йышлă усранăран вăхăта сая ямалла маррине ăнланать вăл. Кăçал акă пай çĕрĕсем илсе выльăхсене валли утă-улăм ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Икĕ-виçĕ çул каялла мотоблок туяннă. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр килти хуçалăх аталанайманнине те палăртрĕ ялти «ватă çерçи».
– Хĕрсем пулман тесе каламастăп эпĕ. Хамăр ял хĕрне питĕ килĕштереттĕм, чунтан юрататтăм. Вăл манран самай кĕçĕнрехчĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ пире пĕрлешме ирĕк памарĕç. Халĕ вăл çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Эпĕ вара пĕчченех, – ассăн сывларĕ арçын.
Тăватă теçеткене çитнĕ «каччă» хĕрарăмсăр кил-çурта тытма йывăррине çирĕплетрĕ. Ашшĕпе амăшĕн вăй-халĕсем чакнăран кил-çуртри тирпейлĕхе те хăех тытса пырать. Апат пĕçересси, ĕне сăвасси йывăр мар уншăн. Çак ĕçсене вăл тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Анчах та пурăнан пурнăçра хĕрарăм ăшши те, унăн çепĕçлĕхĕ те кирлĕ-çке.
Çамрăк чухне авланманнишĕн ÿкĕнет вăл. Хăйне тивĕçлĕ мăшăр тупайманшăн кулянать. Чун ыратсан та нимĕн те тăваймăн. Яланах ĕçре пулнăран авланасси пирки шухăш та пулман унăн яш чухне. Кайăк та мăшăрлă пурăнать, этемĕн те çемье çавăрмалла тенине асра тытса пурăнать хĕрĕхри хусах.
В.НИКИФОРОВА.