10 августа 2011 г.
– Эх, мăнтарăн кÿршисем, шурă хурăн айне мĕн тери меллĕ сак вырнаçтарчĕç. Шел, хăйсем пирĕнтен уйрăлса кайни темиçе çул та çитрĕ ĕнтĕ, çурчĕ-йĕрĕ пушах лараççĕ. Хуравар ялĕнче унашкал тĕслĕхсем сахалах мар. Улшăнăвĕсем, чăнах та, палăрмаллах. Хамăн пурнăçра тата мĕн кăна пулса иртмерĕ-ши; – шăкăлтатрĕ Хураварти Ольга Егоровна Егорова.Вăл ку ялтах çуралса ÿснĕ, вăйпитти вăхăтне ирттернĕ, ватлăхне те кунтах кĕтсе илнĕ. Халĕ, авă, шурă хурăнсем айĕнчи сак çине меллĕн выранаçрĕ те пулни-иртни пирки хумханса каласа пачĕ.
– Пирĕн, вăрçă ачисен, савăнăçĕ сахалтарах пулнă çав. Хирлеппуç шкулĕнче тăрăшсах вĕренеттĕм-ха. Хамăн вара питех те пысăк пĕлÿллĕ çын пулас килетчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ йăмăкпа иксĕмĕр те медицина училищине вĕренме кайса кĕтĕмĕр, – терĕ Ольга Егорова.
Шел, сывлăх ĕçченĕ пулма тÿр килмен ăна. Мĕншĕн тесен амăшĕ аслă хĕрне çамрăклах ĕçе явăçтарать. Ашшĕ вăрçа кайнă та килне çаврăнса çитеймен, çапăçу хирĕнчех пуçне хунă. Ольга вара çемьене тăрантаракан вырăнĕнче пулать Çитĕнсе те çитейменскерех фермăра выльăхсем пăхать. Кунта икĕ çул тимленĕ хыççăн хĕр пĕрчи вăрман касма çÿрет. Тăхăр хĕл таранах юр çинче ашса, йывăр çĕклесе тертленнĕ. Бригадăра ĕçлеме те çăмăл пулман. «Çур аки вăхăтĕнче кÿршĕ хĕрĕпе Татьяна Карповăпа иксĕмĕр уя вăрлăх кăларассипе яваплăччĕ, – хăпартланса калаçрĕ Ольга Егоровна.
Куллен тар кăларса вăй хунă вăхăтрах хуйхи-суйхине те пайтах курнă вăл. Пĕр çул та виçĕ уйăхра виçĕ çывăх çыннине юлашки çула ăсатнă. Йăмăкĕ сасартăк сĕм-суккăрлансан та ăна хăй çине илет Ольга Егорова. Ăна çичĕ çул таран пăхса усрать. Тăхăр вун пĕр çула çитиччен пурăннă амăшĕ те аслă хĕрĕн куçĕнченех пăхнă. Хăйĕн суранĕсене пула та асап тÿснĕ вăл. «Икĕ куçĕ те япăх куратчĕç. Вĕсене сыхласа хăварас тесе операци сĕтелĕ çине выртрăм. Пĕçĕ хуçăлнипе те нуша куртăм», – терĕ Хуравар ялĕнчи ватă.
Сăн-пуçĕпе илсен-и – илемсĕр пулман вăл. Каччăсем куç хывман мар ăна. Ольга Егорова вара нихăшне те çывăха яман. Çичĕ юта тухма вуçех те шутламан вăл. Арçын вырăнĕнче пулса пурнăç тытнă. Ятран пÿрт сутăн илнĕ. Унта çывăх çыннисемпе чылай çул пĕрле пурăннă.
Пĕр ывăла – Генăна çуратса ÿстернĕрен хăйне телейлĕ тесе шутлать. Тĕпренчĕкĕ шанăç кÿрет ăна. Гена хулара хăтлă хваттерте çемйипе пурăнать. Икĕ мăнук та пур Ольга Егоровнăн. Асли салтака та кайса килнĕ.
Хисеплĕ ĕç ветеранĕ çу кунĕсене тăван килĕнче ирттерет. Хĕл сиввисем çитсен вара ывăлĕн çемйин хÿтлĕхĕнче вăл. Пиçĕхнĕ хулă авăнмасть теççĕ. Сакăр теçеткерен иртнĕ ватă Ольга Егоровна типтерлипех-ха. Шурă хурăн айĕнчи калаçу ăна вăй-хăват панă пекех туйăнчĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.