10 августа 2011 г.
Çамрăксем чылай чухне нимĕн тума аптранине пытараймăн. Çÿреççĕ вара пĕр шухăшсăр. Эрех тĕлне пулсан-и, ташша яма та хатĕр. Хаяр шĕвексĕр пуçне çут тĕнчере урăх нимĕн те кирлĕ мар тейĕн. Ĕçеççĕ те кăшкăрма пуçлаççĕ, пĕр-пĕрне чышкă чăмăркки кăтартма хăтланаççĕ, çапăçма пикенеççĕ. Эй ара вăй кĕрсе каять вĕт çамрăксен, хăйсене пуринчен те правур та маттур пулнине кăтартас килет-тăр. Вăт, хĕрÿленеççĕ те. Тĕрĕссипе илсен, вăй вăл çамрăк чухне кашнининнех çăлкуç пекех тапса тăрать. Анчах темшĕн тĕллевлĕн усă курмастпăр унпа, спортпа туслашас, вăй-хала тĕреклетес вырăнне тĕрлĕ çĕре сапаласа яратпăр.Паян футболла вылякан е штанга йăтакан кашни яш каччă ыран спортсмен пулса тăраймасть паллах. Апла пулин те унăн сывлăхĕ çирĕпленет, хул-çурăм тĕрекленет, ĕçлес пултарулăх ÿсет. Спорт тени çапла вăл, çынна йăлтах улăштарма пултарать. Çакна чылайăшĕ ăнланать, анчах пурпĕр вырăнтан хускалма васкамасть. Тен, телевидени передачисем те вĕренпе кăкарнăн хăйсен умĕнчен вĕçертмеççĕ. Хальхи вăхăтра темĕн те кăтартаççĕ-çке, пĕр передача тепринчен интереслĕрех, илемлĕ фильмсене те экран çине нумай кăлараççĕ. Ку кăна-и, компьютер та çамрăка хăй патĕнчен вĕçертмест.
Шкулта вĕренекенсенчен чылайăшĕ спорта юратаççĕ, маттуртараххисем тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Теприсемшĕн физкультура урокĕ чăннипех те чи юратнисенчен пĕри пулса тăрать. Занятисем вĕçленсен те киле саланма васкамаççĕ. Тепĕр майлă каласан, сывлăха çирĕплетеççĕ. Ах, пыринччĕ çакă ĕмĕр тăршшĕпе, çук çав, алла аттестат илсенех чупасси, футболла вылясси вуçех те манăçа тухать. Çирĕм çултан иртнисем темшĕн-çке спорт енне пит туртăнмаççĕ, пушă вăхăт тупăнсан та. Иртни патне таврăнас килет. Ял çамрăкĕсем каç пулттипе волейбол вылямалли лапама пуçтарăнатчĕç. Эх, вылятчĕç, пит тăрăх тар шăкăртатса анатчĕ, ывăнсан та çаврака мечĕкрен уйрăлма васкамастчĕç. Интересленнĕ çамрăксем ку вăйăпа, çавăнпа вылянă. Эрех ĕçсе тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿрекене хунарпа шырасан та тупаймастăнччĕ ун чух. Халь, вăхăт улшăнăвне кура-ши, ялта волейбол вăййине вылямаççĕ. Сетка тыттармалли юпасем тахçанах куçран çухалнă, пĕр йĕр те юлман. Кун каç еннелле сулăнсан ял тăруках шăпланать. Телевизор умне вырнаçса лараççĕ-ши; Çемье çавăрман каччăсен нивушлĕ пĕрле пуçтарăнса футболла е волейболла выляс туйăм сÿннĕ. Чăн та, теприсем выляма хирĕçлемĕç, анчах спорт енне чунтан туртăннă тата хăй хыççăн ертсе кайма пултаракан çын кирлĕ. Вăт вара физкультура юратакансен йышĕ майĕпенех ÿсĕ. Яш-кĕрĕм те сĕм тĕттĕм пуличчен пĕр-пĕр спорт вăййипе айкашĕччĕ, çавна май преступлени тăвакансем те палăрмаллах сахалланĕччĕç.
Спортпа физкультурăна халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе ĕçлемелли пайтах. Физкультура учителĕсен те тăрăшмалла, урокра кăна мар, ун хыççăн та. Çитĕнекен ăру имшер ан пултăр, спорта хисеплетĕр вăл – çакăн пек тĕллев пулсан аванччĕ. Енчен те спортсменсем çитĕнтерсе кăларсан-и, чăннипех савăнмалла.
Физкультурăпа кашни туслашасчĕ, уншăн ÿкĕнмелле пулмĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.