10 августа 2011 г.
Ялсене командировкăсене кайсан маларах ача-пăча хĕвĕшнĕ, халĕ пушă ларакан шкулсене курсан час-часах чуна ыраттаратăп. Хуçасăрскерсем çулсеренех юхăнса ишĕлсе пыраççĕ. Килен-каяна та, ял çыннисене хăйсене те кăмăлах мар ку ÿкерчĕк.Кĕçĕн Тăван ялĕнчи шкул икĕ çул каялла ачасен сассипе савăнса, мăнаçланса кăна ларатчĕ. Халĕ ĕнтĕ çурт умĕнче çум-курăк кашласа ларать, шăплăх хуçаланать. Шкул алăкки яланлăхах хупăннă. Пысăк, икĕ хутлă çурта хупнишĕн ял халăхĕ кулянать. Апла пулмасăр, унта пирĕн асатте-асаннесем, атте-аннесем, пичче-йăмăксем тата нумайăшĕ пĕлÿ илнĕ вĕт. Çирĕп ларакан шкула темшĕн тĕппипех хупса лартрĕç. Ял урамĕпе вĕренекенсем шкула утни тем пек савăнтаратчĕ те. Ун чухне пурнăç хаваслăрах, интереслĕрех пек туйăнатчĕ. Паянхи кун – шăплăх хуçаланать.
Кĕçĕн Тăван ачисене халĕ Тавăтри вăтам пĕлÿ çуртне шкул автобусĕпе илсе çÿреççĕ. Унти шкул та пысăк, анчах та Хирлеп шывĕ çумĕнче вырнаçнă çурта юхăнтарни, пушă лартни ялти кашни çыннăн чунне çиет, хумхантарать.
Хам та çак ялтанах пулнă, çак шкултах вĕреннĕ май шкул коридорĕсенче шăв-шав тăнине, вĕрентекенсем дисциплинăна пăхăнма асăрхаттарнине, аслисене итлеме вĕрентнине, интереслĕ самантсене аса илмесĕр пултараймастăп. Чăн та, тен манăн кăна мар çакăн пек аса илÿсем. Чăнах, тăван шкул патĕнчен иртмессерен, ун йĕри-тавра çум-курăк алхасса ларнине курсан макăрас килет.
Шкулта пурте пулнă: спортзалĕ те пысăк, компьютер класĕсем те, мастерской та, музей пÿлĕмĕ те кашни ачана илĕртетчĕ. Шкул çумĕнче тем пысăкăш сад пахчи. Çулсерен ачасен вăйĕпе вăл ÿсетчĕ, пахча-çимĕç туса илеттĕмĕрччĕ. Интереслĕ самантсем халĕ те пуçра, нихăçан та асран тухаймĕç. Тăрăшса газ кĕртнине, шкула район шайĕнче лайăх кăтартнине тек никам та вырăна хурас çук ĕнтĕ. Шкула хупнă хыççăн аваллăх управçин шăпи те иккĕленÿллĕ. Яваплăха туякан чăн хуçа çук чухне асăннă çуртăн юхăнасси инçе мар. Кĕçĕн Тăван шкулĕнчен вĕренсе тухнисем тăван яла килсен чунĕсене йăпатма, ачалăх çулĕсене аса илме ăçта кĕрсе курĕç-ха; Элĕк районĕнче палăрса юлнă шкул халĕ нихăçан та урăх пĕчĕк шăпăрлансене кĕтсе илмĕ, аттестат парса вун пĕрмĕшсене пурнăçăн анлă çулĕ çине ăсатмĕ.
Вулакансене пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартрăм. Унашкалли вара районта та, республикăра та темиçе. Пĕчĕкрех шкулсене пысăкраххисемпе пĕрлештерни пур чухне те вырăнлă мар, тĕрĕсех те мар. Мĕншĕн тесен пĕлÿ çурчĕ – ялсенчи чи пĕлтерĕшлĕ учреждени. Ял управĕ вăл. Шкул çук ялсенче çамрăксем те тытăнасшăн мар. Шел чылай ялта пĕлÿ çурчĕсем хупăннă хыççăн пушă пÿрт те нумайланнă.
Ялта, юрать-ха, тĕслĕх библиотеки, клуб, сывлăх пункчĕ сыхланса юлнă. Темиçе лавкка пурри те çав-çавах чуна йăпатаймĕ, шкула тавăраймĕ.
Чун ыратнине ниçта та пытараймăн. Кĕçĕн Тăванти пĕлÿ керменне хупни ял историйĕпе унăн тымарне касса татнăнах туйăнать.
А.ТУВАНСКАЯ.