АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмăçран та пулăшу ыйтнă

10 августа 2011 г.

Питĕшкасси ялĕнчи Альбина Егоровна Ивановăна упăшкинчен савăнма тÿр килмен. Ĕçке ернĕ мăшăрĕпе малашлăха курман çамрăк хĕрарăм. Кашни кунхи хирĕçÿсем унăн чун-чĕрине хытах амантнă. Çавна май тăван килне ашшĕ-амăшĕ патне таврăнать вăл, пĕрле пиллĕк ачине ертсе килет. Анчах пысăк çемьене ватă çынсем хаваспах йышăнман. Çитменнине тата вăл улттăмĕш ачине те кĕтнĕ.

Уйрăлса килнĕ хĕрарăмăн каялла çул çук. Кил-çурт туянма вара укçа-тенкĕ сахал. Апла пулин те çамрăк хĕрарăм кивĕ пÿрт те пулин шырама пуçлать. Шыракан тупать теççĕ. Альбина Егоровна та пурăнмалли вырăнлă пулать.Икĕ ĕнине сутса пÿртшĕн тÿлет. Фермăна ĕçе вырнаçать, пăрусем пăхма тытăнать. Ялти çынсенчен кивçен илсе строительство материалĕсем туянать. Майĕпен пулин те çĕнĕ пÿрт çĕклет.

Çынсем пĕрин хыççăн тепри кивçен илнине пама ыйтнă. Тавăрса памалла мар субсиди пирки илтсен документсем хатĕрлеме пуçлать нумай ача амăшĕ. Иккĕмĕш çулхине 100 пин тенкĕ илетех вăл. Кĕçех парăмсенчен те татăлать. Ачисем те ÿссе пырса хăйне пулăшакан пулаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă вĕсем. Лашасем те пăхнă.

Хĕрачисем аслă шкула вĕренме кĕни савăнтарать амăшне. Укçа-тенкĕ çитменни вĕсене ирĕке ĕçлеме кайма та хистенĕ. Пÿрт лартнă хыççăн ăна тумлантарма вăй çитереймен-ха кил хуçи. Таня хĕрĕ аякран ĕçлесе килни вара хаклă йышши япаласем туянма та май панă. Стенка, телевизор, кавирсем тата ыттине те илеççĕ Ивановсем. Пÿрт çĕкленипех çырлахса пурăнман-ха, ытти хуралтăсене те пĕрин хыççăн теприне тунă. Ку ĕçсене пурнăçлама кредит илнĕ пысăк çемье.

Тăххăрмĕш çул ĕнтĕ çĕнĕ пÿртре пурăнаççĕ Альбина Егоровнăпа ачисем. Мĕн кирлине йăлтах туяннă. Ачасен хăйсен пÿлĕмĕсем те пур. Нумай ача амăшĕ малтан хуçалăх столовăйĕнче ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра вара килти хушма хуçалăхĕнче тупăш илесссипе вăй хурать. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраса укçа-тенкĕ тăвать.

Иртнĕ тапхăрти йывăр пурнăç хĕрарăма юмăçа кайма та хистенĕ.

– Шухăшусене ан улăштар. Малаллах талпăн, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ, – тенĕ ăна.

Юмăç калани хавхалану хушнă.

С.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика