10 августа 2011 г.
Наркомани çемьене кĕтмен çĕртенех вăрттăн çулăхма пултарать. Чи хăрушши вара акă мĕн: вăл час-часах хăйĕн серепине çул çитмен çамрăксене çаклатать, вĕсен сывлăхне ĕмĕрлĕхех пĕтерет, этеме сусăрлатать, унăн чунĕнче хаярлăх, хĕрхенÿсĕрлĕх çуратать. Çавăнпа та наркомани çулĕ çине тăрсан усал ĕç тăвасси куç кĕрет.
Мĕншĕн-ха наркăмăшлă çак астармăша ытларах çамрăксем тутанса пăхма васкаççĕ; 13-15 – хăйне евĕрлĕ вăхăт. Çак тапхăрта ача питĕ хăвăрт аталанать, çĕнĕлĕхсем патне туртăнать, юраманнине ас тивесшĕн çунать. Усал сĕрĕм айне лексе тата «мода» хыççăн хăваласа вăл «йăлтах пĕлме тăрăшать».
Наркотика пĕрре тутанса пăхсассăн этем вилĕм патне илсе çитерекен тыткăна лекет. Организм наркăмăша питĕ хăвăрт хăнăхать. Наркотикпа иртĕхме чарăнсан е унăн виçине чакарсан вара этем питĕ асапланать. Хăйне йывăр туять, чĕре таппи вăйланать, вăл пĕрмай канăçсăрланать, хумханать, вар виттипе, сĕлеке юхнипе, сыпăсем ыратнипе аптăрать. Çакăн пек самантра наркоман яланхи «дозăна» илес тесе тем тума та хатĕр. Наркотик сутакансем çакна пĕлеççĕ, çавăнпа та «шурă вилĕме» сарас тесе çакнашкал самантсемпе пĕр шелсĕр усă кураççĕ. Чи малтанах хайхискерсем çын хăйне тĕлĕнмелле çăмăллăн туйма пултарни çинчен сăнарлăн каласа пама пултараççĕ. Каярахпа вара наркоман хăйĕн мĕн пур укçине кăларса пама хатĕр пулĕ.
Г.СТЕПАНОВА,
врач-нарколог.