10 августа 2011 г.
Сысна ами усрарăмăр. Хĕл каçартăмăр та март уйăхĕнче çăвăрласа пачĕ. Çурисем йышлă пулчĕç – вун тăваттă тан. Сысна ами çурасене тĕксе ямарĕ, лайăх пăхрĕ.Çитермелли сахалтарахчĕ. Çавăнпа та ÿт лайăх хушччĕр тесе хăш-пĕр кĕрпесене лавккаран илеттĕмĕр. Çурасем лайăх çитĕнсен пасара сутма каяс терĕмĕр. Вăл вăхăтра сысна ами тытакансем нумайăнччĕ те тепĕр эрне кĕтес терĕмĕр. Çумăрсем пуçланнипе çулсем пăсăлчĕç. Çĕмĕрле пасарне çуран кайма шутларăмăр. Анне пире иксĕмĕре пĕрер çура чиксе пачĕ. Пĕрле сĕт илнĕччĕ, çурасене вăхăтран-вăхăта апат çитерсех тăтăмăр. Тĕрлĕ ял, вăрмансем витĕр тухса 25 çухрăма парăнтартăмăрах, Çĕмĕрлене утса çитрĕмĕр.
Эпир те вырнаçса тăтăмăр. Сутакансем нумайăн. 25 тенкĕ кăна параççĕ çурасене. Аннепе кукка чей илсе килессине пĕлтерчĕç, пире сысна çурисене сутма хушса хăварчĕç.
Вырăсла калаçакан икĕ хĕрарăм пычĕç, сысна çури хакĕпе интересленчĕç. Тĕрĕс калама пĕлменрен «Пятьсот», – терĕм эпĕ. Хĕрарăмсем ятлаçа-ятлаçа пăрăнса кайрĕç. Юнашар сутса тăракансем те пире тÿрлетмен иккен. Вĕсен хăйсен сутмалла-çке. Пирĕн «пятьсот» мар, «пятьдесят» темелле пулнă иккен. Çура илес текенсем пĕрин хыççăн тепри пăраха-пăраха кайрĕç. Анне пуш кĕленчесем çине чей тултарса килчĕ, эпир сысна çурисене сутманнине курсан тĕлĕнчĕ.
Телейĕ пурах çав. Икĕ арçын пирĕн сысна çурисене вăтăршар тенкĕпе илме кăмăл турĕç.
Пĕремĕкпе канихвет илтĕмĕр те киле кайма тухрăмăр. Йывăр та йăтас çук, урисем те киле май часрах утаççĕ. Тĕттĕмленсе лариччен киле çитсе ÿкрĕмĕр.
Хветĕрпе иксĕмĕре сысна çури йăтса пынăшăн анне 5-шер тенкĕ укçа пачĕ.
Л.ФЕДОРОВ.