13 августа 2011 г.
Крымсарайкка ял тăрăхĕнче вырма ĕçĕсем анлă сарăлчĕç. Григорий Петриков хресчен-фермер Ярхуньушкăнь уйĕнче тăрăшулăх кăтартать. Унăн агрегачĕ 18 гектар çинчи кĕр тыррисене вырса пĕтерчĕ. Çуртрисен уйĕсенче те тимлĕх кăтартрĕ.
Эдуард Лебедев çамрăк фермер кăçал çĕр улми лаптăкне палăрмаллах пысăклатрĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» агротехникăна пăхăнса пăхса ÿстерессине йĕркелерĕ.
Пилĕк гектар çинчи купăста та хÿхĕм çитĕнет.
Уйрăм çынсем харпăрлăха илнĕ пай çĕрĕсен лаптăкĕсенче вăй хураççĕ. Тырă акнисем пурлăха хăвăртрах пухса кĕртессипе, çавăн пекех курăксене иккĕмĕш хут çулса илессипе тимлеççĕ ял çыннисем.
Н.ДАНИЛОВА,
ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.