АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пурăнать

13 августа 2011 г.

Хăш-пĕр яла кĕретĕн те хăмăр сăн çапнă, унталла- кунталла тайăлнă пÿртсемпе хуралтăсене куратăн. Ватăлнă тейĕн вĕсем те.

Куракăш пирки кун пек калама çук. Кунта кашнин тенĕ пекех çăмăл машина пур, мотоблокпа пĕрлех тĕрлĕ техника та курма пулать. Ял кирпĕчрен тунă çуртсенчен пуян.

Çамрăк çемьесем те йышлă: Кузнецовсем, Николаевсем, Павловсем. Ялта ĕç çукран район центрĕнче вырăн тупаççĕ е ют облаçсемпе хуласене ĕçлеме çÿреççĕ.

Пăшăрхантараканни те пур. Куракăшра лавкка та, клуб та, шкул та çук. Юнашар ялта шкулĕ те пурччĕ ĕнтĕ. Ăна та пулин ача сахаллишĕн хупрĕç.

Йывăрлăхĕ вăл хулара та, ялта та çук мар. Çапах та тăван кĕтесре тĕпленсе пурăнни, унти пурнăçа малалла тăсни пĕрре те япăх мар.

А.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика