13 августа 2011 г.
Римма Данилова 1953 çулта Çĕнушкăнь ялĕнче çуралнă. Тĕп хуламăрти «Электроприбор» заводра 17 çул ĕçленĕ. Халĕ Римма Михайловна тивĕçлĕ канура. Вăл мĕн ачаран юрра-ташша ăста, чылай çул фольклор ушкăнне çÿренĕ.
Римма Михайловна юрлама тытăнсан мĕн пур çын ун тавра пухăнать. «Пирĕн Римма хулари артистсенчен нимпе те кая мар», – теççĕ вĕсем. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче ырă çынсем пурăнаççĕ, вĕсем кашни çынпа тарават. Р.Данилова уçă кăмăлĕпе те палăрать. Вăл пĕр ĕçрен те ÿркенмест. Хастарлăхĕ чăннипех те иксĕлми.
А.ТРОФИМОВА,
ЧППУ студентки.