АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул тăрри улшăнать

13 августа 2011 г.

Проект институчĕ туса хатĕрленĕ проект тăрăх, Мăн Ямашри вăтам шкулăн икĕ хутлă кирпĕч çуртне тăвас ĕçсем 1990-1994-мĕш çулсенче пулса пычĕç. Проектпа смета документацийĕнче çуртăн тăррине лутра та лаптак коробкăллă тума пăхнă май, строительсем ăна çаплах хăварчĕç. Пĕр енчен ку лайăх та ансат темелле, тепĕр енчен вара ун пек тăрăллă çуртсен çÿлти пÿлĕмĕсем тата стенисем чылай çĕрте йĕпенсе лараççĕ. Ку вара пурне те тарăхтарать, пурнăçра пысăк чăрмавсем кăларса тăратать.

Асăннă çитменлĕхсене шута илсе, хальхи вăхăтра çуртсене тăрăллах тума пуçларĕç. Унсăр пуçне малтанхи çуртсен тăррисене те тепĕр хут çĕнетсе улăштарса пыраççĕ. Çакăн пек ĕçсене, иртнĕ çулсенче, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси тата Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш вăтам шкулĕсенче туса ирттерчĕç. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вара Элĕк районне кĕрекен Мăн Ямаш вăтам шкулăн çурт тăррине çĕнетсе çĕклеме тытăнчĕç.

– Ĕçсем августăн малтанхи кунĕсенчех пуçланчĕç. Строительство материалĕсемпе ООО «Алстрой» организацийĕ тивĕçтерет. Пĕтĕм ĕçе ултă çынран тăракан бригада (вăл – Етĕрне районĕнчен) çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне вĕçлеме тăрăшать. Тăрă каштисемпе стропилĕсем çÿлелле çĕкленĕ май, ял варринчи çурт татах та илемлĕрех курăнма пуçларĕ. Юратнă ĕçе чунтан парăннă тата ăна тĕплĕн те кĕске срокра туса пĕтерессишĕн çунакан строительсене эпир хамăр шкул столовăйĕнче кунне икшер хут апатлантаратпăр, – каласа парать О.Данилов директор. – Шкул вĕренÿ çулне хатĕр, партăсем хушшине 100 ачаран кая мар вырнаçать.

Геннадий САВЕЛЬЕВ,

обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика