13 августа 2011 г.
Çамрăк хĕрарăмпа урамра паллашрăм. Вăл коляскăпа ача тĕксе утатчĕ. Ирина Никандрова пулчĕ ку, Тавăт ялĕнче пурăнать.– Эпĕ Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче 1988 çулта çуралнă, – паллаштарчĕ хăйĕнпе Тавăт кинĕ.
Шкул вĕренсе пĕтерсенех Ирина Шупашкара çул тытнă. 2006 çулта пĕр училищĕне повара вĕренме кĕнĕ. Сентябрь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче шăпах çамрăк хĕр пулас мăшăрĕпе, тавăт ял каччипе Алексей Никандровпа тус-тантăшĕсем патĕнче паллашнă. Вăтам кĕлеткеллĕ, хура та вăрăм çÿçлĕ хĕр Алешăна кăмăла кайнă. Часах çамрăксен чĕрисенче юрату хĕлхемĕ ялкăшма тытăннă. 1984 çулта çуралнă каччă вăл вăхăтра сварщикра ĕçленĕ.
– Хамăр туйăмсене эпир çулталăка яхăн тĕрĕслерĕмĕр. Алеша ман пата кашни кунах килсе çÿретчĕ. Занятисем хыççăн яланах Атăл хĕррине уçăлма каяттăмăр. Туслăх часах юратăва куçрĕ. Çапла вара 2007 çулта Алеша мана хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Июль уйăхĕнче вара Тавăт кинĕ пулса тăтăм, – калаçу çăмхине сÿтрĕ Ирина Никандрова.
Никандровсем килте пиллĕкĕн пурăнаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Раиса Ивановна хăйĕн ĕмĕрне тăван хуçалăхра ирттернĕ.
– Хĕлле те, çулла та, ăшăра та, сивĕре те калушпа, атăпа çÿреттĕмĕр. Йĕпе-сапара шăнса чирлени те сахал мар пулнă. Çамрăк чухне хамăра хĕрхенме пĕлмен çав, – куççульне шăлса калаçрĕ хĕрарăм.
Раиса Ивановна вун сакăр çул ура ыратнипе аптăрать, инвалид шутланать. Килти хуçалăхра нимĕн те ĕçлеймест. Пĕр вырăнта ларса урасем ыратма пуçланине, шăнăр туртнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа та майĕпен пÿртре туяпа уткаласа çÿрет.
– Кин кĕртсен питĕ савăнтăм. Халĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Куç тулли – ача-пăча, мăнуксем, – терĕ Раиса Ивановна.
Р. Никандрова виçĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Андрейпа Вова салтак тивĕçĕсене Чечняра пурнăçланă чухне Раиса Ивановнăн пĕр кунĕ те макăрмасăр, кулянмасăр иртмен. Телее, вĕсем хĕсметрен сывă таврăннă. Р.Никандрова ывăлĕсемпе савăнать те, мухтанать те. Вăл ачисене пĕчĕклех ĕçе вĕрентнĕ, çавăнпа та Андрейпа Вова тата Алеша амăшĕн шанчăкне тÿрре кăларма тăрăшаççĕ. Виççĕшĕ пĕрле çÿллĕ те капмар кирпĕч çурт çĕклесе лартнă, хуралтăсене çĕнетсе юсанă. Алеша кĕçĕнни пулнă май тĕп килтех пурăнма юлнă.
Нумаях пулмасть хăйĕн ĕçне пуçарса янă, халĕ вăл предприниматель шутланать. А.Никандров пурнăç çулĕпе пĕр тан утса пыма тăрăшать. Тимĕр кăмакасем, алăксем тăвасси, машинăсем юсасси уншăн йывăр ĕç шутланмасть. Заказсем те чылай унăн. Хăйсен ялĕнче пурăнакансем çеç мар, ют ялсенчен те килеççĕ ун патне. Çамрăк заказсене вăхăтра туса пама тăрăшать. Сварщик ĕçне лайăх пĕлни самаях тупăш парать.
Иринăпа Алексей Никандровсем – Тавăт ялĕнче çамрăк çемьесен шутĕнче. Мăшăрсем икĕ хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Асли София икĕ çулта пулсан, кĕçĕнни Анжела пĕр çула та çитеймен-ха. Килти ĕçсене пĕрле канашласа пурнăçлаççĕ çамрăксем.
Вера МОРОЗОВА.