13 августа 2011 г.
Юлăшри сĕт-çу комплексне выльăх-чĕрлĕх хули тейĕн. Кунта çурт хыççăн çурт çĕнелет. Нумаях пулмасть ĕне тума уйăрнă выльăхсене валли хăтлă вите çĕкленнĕччĕ. Иртнĕ хĕл кунĕсенче вара пăрусем çĕнĕ «пÿртре» пурăнма пуçланă. Ĕнесен тахçанхи кивĕ вити çине те тимлĕх уйăрсах тăнă, çулленех юсанă.«Новый путь» хуçалăхра хальхи йышши çĕнĕ вите çĕклеме тĕллев лартнă. Çавна май çур кунĕсем çитнипе пĕрлех комплексра хĕрÿ ĕçсем пуçланнă. Никĕс хывасси кал-кал пынă. Хыççăнах аякран куçарса килнĕ каркаса вырнаçтарассипе ĕçленĕ. Çапла пысăк çуртăн стенисем хăпарнă. Тăррине те кĕске вăхăтрах витнĕ.
Шалти ĕçсене пурнăçлассипе Шĕвĕшри тата Юлăшри строительство бригадисем пĕр-пĕринпе ăмăртсах ĕçленĕ. Александр Орлов, Евгений Сидоров, Сергей Багров, Виталий Багров, Леонид Васильев тата ыттисем те яра куна хастарлăх кăтартнă. Пĕрисем урайне хăйăр, вак чул сарнă, теприсем раствор хатĕрленĕ, çапла вите урайне бетонлассине часах вĕçленĕ.
Картишне тирпей-илем кÿрессипе те ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Çĕнĕ витене тул енчен шуратса та лартнă. Халĕ вăл капмаррăн та илемлĕн курăнса ларать. Çĕнĕ çурта кăçалах ĕнесене куçарма та палăртнă.
Е.САВЕЛЬЕВА.