13 августа 2011 г.
Этемĕн пурнăçне ĕç тытса тăрать. Тури Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Антонина Даниловна Илларионова (Сорокина) хăйĕн кун-çулне стройкăпа çыхăнтарнă.Вырăс Сурăм шкулĕнчен вĕренсе тухсан професси илесси канăç паман ăна. Юлашкинчен строитель пулма шутланă. Хĕр Чулхулари строительсене хатĕрлекен техникума кайса пăхнă. Çулĕ уçăлсах пынă çамрăкăн. Вăл вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çула яхăн ăс пухсан мастер-строитель дипломне алла илнĕ. Вĕреннине вара ĕçпе çирĕплетмеллех-çке. Ял хуçалăх министерстви Антонина Даниловнăна Ишлей районне ĕçлеме янă. Пĕр вăхăт кунта опыт пухнă хыççăн хĕр-упраç тăван яла таврăннă.
Пĕрремĕш утăмсем тунине халĕ те асрах тытать А.Илларионова. Хальхи Дубовски поселокĕнче тăрăшнă вăл, пысăк объекта хута ярассишĕн вăй хунă. Антонина Даниловнăна шăпа Элĕкри апат-çимĕç комбиначĕн стройкине те илсе çитернĕ. Хĕр кунта шурă çăнăх хатĕрлекен арман тăвассипе тимленĕ. Çав вăхăтрах кондитер цехне хута ярассипе те ĕçсем ăнăçлă пынă. Ĕçчен те тăрăшуллă çамрăка коммуналлă хуçалăхăн мастерне куçарнă. Унтан «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ хĕрĕх икĕ çулпа танлашать. Çав вăхăтрах Антонина Даниловна пилĕк ача çуратса, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратассишĕн те ырми-канми ĕçленĕ.
Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман А.Илларионова. Коммуналлă хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтра район центрĕнчи Советски урамĕнчи икĕ хутлă çуртсене те вăл тăрăшнипе çĕкленине палăртмалла. Район администрацийĕн çурчĕн стройкине йĕркелесе пынă çĕре те хаваспах хутшăннă.
Çакна та каласа хăвармалла. Çак кирлĕ те усăллă ĕçре Николай Ильич Кузьмин тивлечĕ те питĕ пысăк. Çулсеренех плана тултарса пынă. Кашни çул пĕрер объект хута яма тăрăшнă. Ÿсĕмĕ, чăнах та, пулнă. Хăватлă котельнăй, гараж, общежити тата ытти объектсем çулран çул çĕкленнĕ.
А.Илларионова ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, арçынсемпе тан вăй хунă. Ĕмĕрĕпех стройкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Николай Ильичпа Антонина Даниловна – хисеплĕ çынсем. Вĕсем инвалидсем шутланаççĕ. Хăйсем тĕллĕн сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме больницăна та каяймаççĕ, тухса çÿреймеççĕ. Ватăсене тимлĕх çитменни ялти çынсене те кулянтарать. Çитменнине тата ĕçпе хисепе тухнă ватăсем 50-60-мĕш çулсенче тунă кивĕ йывăç çуртра пурăнаççĕ.
Ялта пурăнакансем.
Вуннăн алă пуснă.