АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăватлă техникăна парăнтарать

13 августа 2011 г.

Кран çурт-йĕр çĕкленĕ çĕрте мĕн тери пысăк вăй шутланать. Ураскилт ялĕнчи Николай Арланов ку хăватлă техникăна алла илме те пултарнă.Ачаллах техника енне туртăннăскер Ураскилт шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăнах тракторист-машиниста вĕренет. Ĕç биографине тăван «Молния» хуçалăхра пуçлать каччă.

– Т-150 трактор шанса парсан чунтанах савăннăччĕ. Унпа тăван уй-хирте суха тунă, тырă та акнă, – терĕ Николай Германович.

Хуçалăхра автобус водителĕ кирлĕ пулсан пĕр шикленмесĕрех унăн рулĕ умне ларнă çамрăк. УАЗ автомашинăпа та ĕçлесе курнă Николай Арланов.

Харсăр тракторист-машинист крановщика вĕренме сĕнсен те хаваспах килĕшнĕ. Улăп-техникăна парăнтарма пуçланăранпа ултă-çичĕ çул та çитнĕ ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра «Строймонтаж» обществăра тимлет Николай Арланов. Çавна май районти стройкăсене хастар хутшăнать. Иртнĕ кунсенче улăп-техникăпа Шĕмшешри нумай хваттерлĕ çурта юсаса çĕнетнĕ çĕрте анлă усă курнă. Николай Германович вара çаврăнăçулăхĕпе палăрнă.

Организацисем, уйрăм çынсем ыйтнипе те час-часах çула тухать унăн агрегачĕ.

Кран кабинине ларнă та – хуçаланать кăна опытлă машинист. Пульт çине пусать те кран ĕçлесе каять. Темĕн йывăрăш груз нимĕн те мар уншăн. Ăна çаклатать те кирлĕ вырăна шанчăклă çитерет.

– Техника хăйĕнпе тимлĕ пулма ыйтать. Хăрушсăрлăх пирки вара самантлăха та манмалли çук, – терĕ Николай Арланов крановщик.

С.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика