13 августа 2011 г.
Мăн Тукташра пурăнакан Михайловсем ачисене ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ, икĕ ывăла пăхса çитĕнтереççĕ. Асли, Алина, йăваран вĕçсе тухса кайни кăçал пилĕк çул. Вăл хăйĕн çемйипе Тавăтра пурăнать.– Пулас мăшăрпа эпĕ Мăн Тукташра паллашнă. Пирĕн яла шыв кĕртме пынăччĕ. Эпĕ ăна ун чухне сахал мар асăрханă. Вăл та мана сăмах хушмасăр иртсе каймастчĕ. Çапла эпир туслашрăмăр, – иртнĕ вăхăтсене куç умне кăларчĕ Алина Федорова. Халĕ Алешăпа Алинăн икĕ ача: Лианăпа Кирилл. Алина Ураскилт шкулĕнче вĕреннĕ чухнех повар пулма ĕмĕтленнĕ. Ума лартнă тĕллев пурнăçланнă унăн. Шупашкарти училищĕре повар-кондитера вĕреннĕ хыççăн вăл Элĕкри «Надежда» кафере поварта ĕçленĕ. Халĕ вара çамрăк арăм икĕ ачапа декретлă отпускра ларать. Унăн мăшăрĕ Алексей Элĕкре «Строймонтажра» тăрăшать. Ача чухне вăл вылямалли машинăпа трактора аллинчен самантлăха та вĕçертмен. Ÿссе çитсен шофер е тракторист пулма ĕмĕтленнĕ. Халĕ вăл хăй килĕштерекен ĕçре тахçантанпах тăрăшать. Тăван килтех, ашшĕпе амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ çамрăксем. Людмила Геннадьевнăпа Юрий Алексеевич хуçалăхра нумай çул вăй хунă. Халĕ вара килте пĕчĕк ферма тейĕн вĕсем патне пырса кĕрсен. Çулсеренех икĕ ĕне, сурăхсем, икĕ сысна усраççĕ Федоровсем. Çĕнĕ кил-çурт çавăрма та ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Çулсеренех строительство материалĕсем туянаççĕ, килти хуралтăсене юсаса çĕнетессишĕн те тимлеççĕ.
– Аттепе Алеша нимĕнле ĕçрен те хăрамаççĕ. Хуçалăхри ĕçсене вĕсемех пурнăçлаççĕ. Эпир аннепе ытларах пÿрте хăтлăх кĕртессипе тăрăшатпăр, – калаçăва малалла тăсрĕ Алина Федорова.
Хунямăшĕпе кинĕ пĕр чĕлхерен пулни курăнать ку çемьере. Тĕпел кукринче те, анкартинче те пĕр-пĕрин канашне итлесе, ăша хывса ĕçлеççĕ Людмила Геннадьевнăпа кинĕ. Ĕçленипе пĕрлех канма та пĕлеççĕ. Çуллахи вăхăтра çемйипех çырлана çÿреççĕ, кĕркунне вара вăрмантан тухма пĕлмеççĕ.
Н.НИКИФОРОВА.