13 августа 2011 г.
1956 çул Ураскилт ялĕнче Герман Арланов авланчĕ. Кĕçĕн Тăван ялĕнчи чипер пикене Гальăна качча илчĕ.
Пурăннăçемĕн Герман ют облаçсене ĕçлеме çÿремешкĕн шутларĕ. Часах Кольăпа Толя ывăлсем çуралчĕç. Кил-çурт сутса, япалисене пуçтарсах тухса каяççĕ вĕсем. Вырăна çитсен Герман таçта кайса çухалать. Галя упăшкине кĕтет, анчах лешĕ таврăнмасть.
Галя ачисемпе каялла таврăнать, тăван ашшĕн килне – Кĕçĕн Тăвана. Тăлăха юлнă çемьене хальхинче Гальăн ашшĕ пулăшать, пĕчĕк пÿрт туянса парать.
Ураскилтри Семен Матвеев патĕнче çĕвĕ мастерскойĕ пурччĕ. Çавăнта ĕçлеме вырнаçать те Галя. Пурăна киле колхоза куçать.
Тем пек йывăр пулсан та пÿрте çĕнетме шутлать икĕ ача амăшĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Речной поселокĕнчи пĕр пÿрте куç хывать. Ăна Ураскилт ялне куçарса каять.
Ачисем амăшне кура, йывăрлăхсем витĕр тухса ĕçчен пулчĕç. Салтака кайма ят тухсан çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларĕç. Иккĕшĕ те çемьеллĕ ĕнтĕ халĕ вĕсем.
Л.ФЕДОРОВ.