13 августа 2011 г.
Кăçалхи май уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççейре «Ирĕклĕ пушар хуралĕ çинчен» федераллă çĕрмĕш номерлĕ саккуна йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районта та ирĕклĕ пушар хуралĕн подразделенийĕсене йĕркелемелле, вĕсене техникăпа тивĕçтермелле.
Паянхи куна илсен районта виçĕ ирĕклĕ пушар дружини çеç ĕçлет. Унти ĕçченсем талăкĕпех хуралта тăраççĕ. Çавăн пекех районти тепĕр икĕ ялта та ирĕклĕ пушар дружинисем йĕркелеме палăртнă. Кун йышши дружинăсем туни ялсене шанăçпа хÿтлĕх парать. Мĕншĕн тесен пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула çĕр-шыв экономики те, пирĕн республика та пысăк тăкак тÿсрĕ. Хамăр районта та нумай пушар тухрĕ. Территорири ирĕклĕ пушар дружининче пушар хуралĕнче ĕçлекенсем те, ял çыннисем те пулма пултараççĕ. Ирĕклĕ пушар хуралĕн подразделенийĕнче тăрăшакансен чи малтанах çакна пĕлмелле: вĕсен яланах пушар сÿнтермелли çĕрте пулмалла, пушарта çынсене е пурлăха çăлмалла тата инкек тÿснĕ çынсене пирвайхи пулăшу памалла. Ирĕклĕ пушар дружинине вун сакăр çул тултарнă тата сывлăх енчен хавшаман çынна çеç илеççĕ. Çавăн пекех дружинăри çынсене ятарлă çи-пуçпа та тивĕçтермелле.
Ирĕклĕ пушар дружининче тăрăшакансем тĕрлĕ должноçра вăй хураççĕ, штатлă расписание тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Сывлăх енчен хавшасан е мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухсан Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн сывлăха çирĕплетме укçа-тенкĕ шыраса илме пултараççĕ.
Хăйсен ирĕкĕпе ĕçлекен пушарниксене валли çăмăллăхсем татах та пур. Ĕçлекен çын ирĕклĕ пушар дружининче шутланса тăрать пулсан ăна служба вăхăтĕнче (пушар сÿнтернĕ чухне) ĕçрен кăларса яма ирĕк çук. Кун çинчен ĕçри ертÿçĕпе малтанах калаçса татăлмалла. Енчен те пушар сÿнтерекен 48 сехетрен ытла ĕçлерĕ пулсан вăл хушма кану вăхăчĕ илме пултарать. Дружинăра ĕçлекен çын пушарта пурнăçран уйрăлсан унăн çемйине патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен социаллă пулăшу памалла.
Ĕç законодательствипе килĕшÿллĕн ирĕклĕ пушар дружининче тăракансене ĕç укçипе тивĕçтермелле.
А.КАЛИТОВ,
районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ.