13 августа 2011 г.
Арçынлă хĕрарăм пурнăçра хисеплĕрех пек туйăнать. Качча кайма, çемье çавăрма Турри хушман пулсан вара ĕмĕр тăршшĕпех пуçа усса çÿремелле-ши ватă хĕре юлнисен;– Эй, мĕн калаçмалли пур пирĕн пурнăç çинчен. Çичĕ юта тухман, ача-пăча та ÿстермен, – терĕ тÿрех Мăн Кăканарта пурăнакан Екатерина Трофимова.
Хăй, типтерлĕ тумланнăскер, тимлесех апат пĕçеретчĕ. Пĕчĕк пÿрчĕ те тасалăхĕпе тыткăнларĕ. Тĕпелте газ плитипе тумбочкăсăр пуçне темех çук. Тепĕр пÿлĕмĕнче сĕтел, çывăрмалли вырăн, темиçе пукан лартнă.
– Эпир, пĕртăвансем, йышлăнччĕ. Анчах та аппапа пиччесем те чирлесе хĕне кайса тата выçăпа аптраса вилсе пĕтнĕ. Çавăнпа мана кайăк ятне панă, – кăмăллăн пĕлтерчĕ ватă.
Екатерина Трофимовнан тăватă çул кăна вĕренме тÿр килнĕ. Чухăнлăх вĕренес туртăма хуçнă.
– Çамрăклах ĕçе хăнăхрăм. Атте-аннепе пĕрле тырă вырма çÿренĕ. Хĕр шутне кĕричченех вăрман ĕçлеме кайнă, – терĕ те пиçнĕ апат кастрюльне кăмака умне лартрĕ. – Чухăн пурăнакан хĕр çине кам пăхтăр; Çăкăрне те тăраниччен çимен. Яка çи-пуçпа çÿремесĕрех ĕмĕрĕм иртрĕ. Чухăн пулнăранах хам та качча кайма шутламан.
Ача-пăчаллă пулманшăн ÿкĕнни, арçын хÿттинче пурăнса курма килменнишĕн пăшăрханни те палăрчĕ унăн калаçăвĕнче. Хыççăнах çапла та хушса хучĕ:
– Пĕр енчен илсен, качча кайманни лайăх та тесе шутлатăп. Ачисем ашшĕ-амăшне хĕнесе, пусмăрласа пурăннă тĕслĕхсем сахал-и; Вăйпиттисемех ĕçлесшĕн мар, ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче пурăнаççĕ.
Кĕтерне аппа çирĕм пĕррере чух амăшĕ йывăр чире кайса вилнĕ. Хыççăнах ашшĕ те çĕре кĕнĕ. Çывăх çыннисем пурнăçран уйрăличчен кăна-ха çирĕм тăваттăри Евдоки аппăшĕ хĕне кайнă та вăй илеймен. Пĕр тăвансăр, хăр тăлăха юлнă Екатерина Трофимовна. Çирĕплĕхĕпе кăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. 1976 çулта хăйĕн вăйĕпех пысăк мар çурт çĕкленĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли сарай-вите тутарнă. Кусем кивелсе япăхнă та ĕнтĕ.
– Хамăн ĕмĕре çитет, – пăшăрханса калаçрĕ вăл.
Çулсем иртнĕ май, кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама йывăррине те пытармарĕ кинемей. Ăна вара кÿршисем пăрахмаççĕ.
– Утă çулма, çĕр улми лартма, кăларма Фоминсем, Никитинсем, Веселовсем тата ыттисем те пулăшаççĕ. Качакана, сурăхсене ĕçлĕ пулма кăна тытатăп, – пĕлтерчĕ сакăр теçеткерен иртнĕскер.
Пушă вăхăтне ытларах чух кÿршисемпе сăмахласа ирттерет.
С.СВЕТЛОВА.