13 августа 2011 г.
Пурнăçа тивĕçлипе ирттересси – уй урлă каçасси мар. Ырă йĕр хăварни вара пархатарлă. Лупашкара пурăнакан Ивановсем хăйсемшĕн кăна мар, çĕршывшăн та усăллă та кирлĕ çынсем пулни паллă. Ольга Матвеевна, сăмахран, ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă. Хĕлле фермăра тăрмашнă. Выльăхсене валли улăм, кăшман, утă турттарнă.
Мăшăрĕ, Александр Иванович, Элĕкри радиоузелта вăтăр виçĕ çул ытла ĕçленĕ.
Колхозра комбайнпа та вырмана хутшăннă. Вăл 1936 çулта Лупашка ялĕнче çуралнă, Торпкассинчен хĕр илсе килнĕ.
– 1959 çулта Лупашка ялне качча килтĕм. Унтанпа 52 çул иртрĕ ĕнтĕ. Çур ĕмĕр ытла Александр Ивановичпа шăкăл-шăкăл калаçса пурнăçа ирттеретпĕр, – терĕ Ольга Матвеевна.
Вĕсем иккĕшĕ пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Телейпе пĕрлех хуйхи те çÿрет тенĕ пекех, шел пулин те, пĕри çичĕ уйăхра чухне çĕре кĕрет. Çапла вара тăватă ачана пăхса ÿстереççĕ мăшăрсем. Икĕ ывăлпа икĕ хĕре тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ вĕсем.
О.Иванова, пилĕк ачаллă çемьере ÿснĕскер, амăшĕн ăшшине кашнин патнех илсе çитерме тăрăшнă. Чи кĕçĕн хĕрĕ Дина халĕ Элĕкре тимлет. Аслă хĕрĕ вара Мускаври пĕр лавккара ĕçлет.
Ивановсен пахчи тĕрлĕ улмуççисемпе пуян. Йĕри-тавра – хуралтăсем. Аллă икĕ çул алла-аллăн пурăнакан мăшăрсем халĕ хăйĕн ултă мăнукĕпе савăнаççĕ. Ачисем вара май килнĕ таран ашшĕ-амăшне канмалли кунсенче килсе пулăшаççĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.