АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшне вĕлерессипе хăратнă

13 августа 2011 г.

Ниçта та ĕçлемен, эрехпе алхасакан çынсем ытларах чухне преступлени çулĕ çине тăраççĕ. «Симĕс çĕлене» тутансан «паттăрла» ĕçсем тăваççĕ.

Хирлеппуç ялĕнче пурăнакан А. хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар терт-нуша курнă. Анчах та мĕн пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ хĕрĕ çапла тискерле ĕçсем тума пултарасси çинчен шутлама та пултарайман паллах.

В. ниçта та ĕçлемен. Хăйĕн пушă вăхăтне ытларах тусĕсемпе эрех ĕçсе ирттернĕ, ÿсĕрле çапкаланса çÿренĕ. Икĕ ачине воспитани парассишĕн те тăрăшман 1967 çулта çуралнăскер. Тĕпренчĕкĕсене мăшăрĕ пăхса çитĕнтернĕ.

2009 çулхи август уйăхĕнче эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ В. килте амăшĕпе хирĕçме тытăннă. Ватă амăшне хачăпа вĕлерессипе хăратнă. Кунпа çеç çырлахман-ха вăл. Çут тĕнчене килме пулăшнă хĕрарăма киревсĕр сăмахсемпе кÿрентернĕ. Сентябрь уйăхĕнче те В. хăйне амăшĕ умĕнче паттăр пек кăтартнă. Хальхинче вăл алла çĕçĕ тытнă. Ватă хĕрарăм чăтса тăрайманнипе йĕркелĕх хуралçисенчен пулăшу ыйтнă. В.-на пĕр çул та ултă уйăхлăха условлă майпа айăпласа тÿрленÿ çулĕ çине тăма пĕр çулталăк панă. Анчах та эрех черккипе туслашнă хĕрарăм тÿрленме шутламан-ха. Çулталăкра виçĕ хутчен йĕркене пăснăшăн ăна Элĕк район сучĕ пĕр çул та ултă уйăхлăха ирĕкрен хăтарма приговор йышăннă. Хăйне колонире лайăх кăтартнине шута илсе хĕрарăма условлă майпа ирĕке тухма вăхăт çитмесĕрех киле янă. Вăрнарти муниципаллă уйрăмсем хушшинчи Элĕк районĕн полици пайĕнче ăна учета илнĕ.

«Йĕплĕ пăралук» леш енчен таврăннă В. лăпкă пурнăçпа пурăнас темен. Хĕрарăм каллех эрех черккипе туслашнă, урам тăрăх çапкаланса çÿренĕ. Çынсемпе хăйне агрессивлă тытнă, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем каланă сăмахсене хăлхана та чикмен, никама та итлемен. В. хăйне ытла ирĕке янă. Халĕ вара унăн саккуна пăснăшăн çичĕ уйăх кирпĕч шутлама тивет.

Ю.АРХИПОВ,

участок

уполномоченнăйĕсен начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика