АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ĕçе уйăх тулсан тытăнăр

13 августа 2011 г.

Эсир, акă, мĕнле те пулин ĕç пуçлама шут тытрăр. Кун пек чухне куçа курăнман асамлă вăй (маги) ытлашши васкама сĕнмест, чи малтанах хатĕрленÿ ĕçĕсене туса ирттермелле – вара ăнăçу пулатех.Строительство ĕçĕсене е суту-илĕве пуçăнас тетĕр пулсан, пĕтĕм ĕçе уйăх тулса çитнĕ пĕрремĕш кунне тытăнăр. Çав кунхинех чиркĕве кĕрсе тухма сĕнеççĕ. Пĕрин хыççăн тепре виçĕ çурта лартмалла: пĕрремĕшне – Николай Угодник турăшĕ умĕнче, иккĕмĕшне – Турамăшĕ сăнарĕ умĕнче, виççĕмĕшне – хăвăрăн кăмăлăрпа. Турă çуртĕнчен тухнă чухне хăвăрăн мĕн чухлĕ май пур, çавăн чухлĕ укçа хурса хăварма тăрăшăр.

Хĕвел аниччен çăва (масар) çине кĕрсе сирĕнтен аслăраххисене тата тăван-хурăнташсене асăнса пуç тайни лайăх. Кашнийĕн умне пĕрер çурта çутса лартăр.

Çурта çунса пĕтмесĕр унтан тухса ан кайăр. Хĕвел анса тепĕр кун пуçланиччен таса хут çине кăранташпа хăвăр мĕн шухăшланине çырса хурăр. Ирхине вара çав хута сулахай алăпа тытăр та çунакан çурта çинче çунтарса ярăр. Çак сăмахсемпе кĕл тума ан манăр: «Мĕн шутлани пурнăçа кĕтĕр. Çаплах пултăр». Кашни кĕлĕ хыççăн сăхсăхас пулать. Хут çунса пĕтнĕ кĕлне типтерлĕн пуçтарса илсе алă тупанне ывăçласа илĕр те пÿрнĕрсене, пит çăмартисемпе çамкана сăтăрса илĕр. Ку самантри кĕлĕ сăмахĕсем: «Мĕн шутлани пулатех. Çапла пултăр. Аминь». Кун хыççăн симĕс тĕслĕ супăньпе çăвăнса илĕр. Çак сăмахсене асăнăр: «Кĕл тасатмастăп – хамăн ĕçре телей тупатăпах. Çаплах пултăр. Çаплах пултăр. Яланах çапла пултăр».

Сăн-пите шăлса типĕтме кирлех мар. Кăштах типсе илсен тÿрех çывăрма выртăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика