13 августа 2011 г.
Тахçан авал Тури Вылă ялĕ вырăнĕнче те йĕри-таврара сĕм вăрман кашланă. Çак пуян вырăна çынсем килсе тухнă, йывăçсене касса хăртнă, тыр-пул акса çитĕнтерме тытăннă.Выла шывĕ чăтлăх вăрманти çăл куçран юхса тухнă (халĕ те çаплах çынсене савăнтарать). Халăх асĕнче Ермак ятлă паттăр сăнарĕ упранать. Ермак хăртни текен вырăн та пур. Тури Вылăран тăвалла, шыв урлă каçсан, сарăлса ÿсекен лаштра хурамана тĕкĕнмен Ермак йывăçсене хăртма тытăнсан. Çул хĕрринче, хĕвел тухăç еннелле пăхса, ĕмĕрсен хушши ларатчĕ пĕчченех çак хурама. Ермак касмасăр, кăкламасăр хăварнă хурама. Лаштра та илемлĕскер, Тури Вылăра пулса иртекен шăв-шава, ял тăрăх янăракан юрра çÿллĕ вырăнтан итлесе ларатчĕ вăл. Хĕвел аннă енче сĕм вăрмантан Илчелче ятлă шыв юхса тухать те Вылапа пĕрлешет, хăй сулхăнне таврана сапалать. Лаштра хурамана та вăй паратчĕ вăл, тулли кăкăрпа сывлатчĕ йывăç. Çуллахи шăрăх кунсенче çак хурама иртен-çÿрене те хăй сулхăнне чĕнетчĕ. Вăрмана çырла-кăмпа татма каякансем те, утă çулма утакансем ун сулхăнĕнче канса вăй пухатчĕç. Кĕтÿçсем те çав хураман ытамĕнче калаçса, шÿтлесе, юрласа, апатланса мĕн чухлĕ ларман-ши! Пĕччен, тунсăхлăн ларакан хурама çынсен телейĕпе, вĕсен ырă кун-çулĕпе савăннă. Хăй пĕччен пулнăран та пулĕ çынсене вăрмана илсе каякан çула кăтартнă вăл. Хурланнă кунсем те пулнах ĕнтĕ унăн. Анчах... анчах çынсем ун хуйхи-суйхине туйман. Хурама ырлăхĕпе савăннă кăна.
Чипер, илемлĕ çуллахи кун кĕтмен-туман çĕртен çиçĕм çиçсе, аслати авăтса, çĕр чĕтретсе çумăр çума тытăнать. Аслатиллĕ çумăр... Çук, çул хĕрринче ÿсекен лаштра хурамана тивмен аслати. Ларнă та ларнă вăл çынсене савăнтарса. Усал чунлă çын пырса тухиччен.
Кунĕ лайăх пулнă. Хайхи усал çын аллинче шăрпăк ялтлатнă: вăл чĕртсе янă хурамана. Çуннă чухне ыратнипе мĕн чухлĕ куççуль тăкмарĕ пулĕ хурама хура çĕр çине... «Пурăнас, пурăнас килет ман çынсене савăнтарса. Мĕншĕн; Мĕнле айăпшăн çунтартăн мана, чунсăр этем;» Татах, татах каларĕ пулĕ ватă хурама çунса кĕлленнĕ чухне. Çав вăхăтра пĕр çын та пулман-ши хурама тĕлĕнче; Кам-тăр пырса тухнă тăк çунакан хурамана хăтарса хăваратчех.
Çав хураман пĕр турачĕ те хăрманччĕ. Çуркунне папкана ларса çулçă кăларатчĕ, çĕнĕ пурнăçпа савăнатчĕ. Усала пула ĕмĕрĕ вĕçленчĕ.
... Çулсем иртрĕç. Халĕ те Выла урлă каçатăп та тăвалла хăпаратăп. Лаштра хурама ларнă вырăна çитсен пуçа таятăп. «Çитрĕн-и, ачам; Ларса кан», – илтĕнет пек лаштра хурама сасси...
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.