АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем вулавăша çÿреççĕ

17 августа 2011 г.

Пирĕн çамрăксем малаллах пăхаççĕ, пуласлăх çинчен шутлаççĕ. Паллах, çак пулăмсене хăй тĕллĕн вĕçертсе ямалла мар.

Хĕрсемпе каччăсене ăс-хакăла музыкăпа, литературăпа, сăнарлăх, скульптура произведенийĕсемпе, çутçанталăкпа çыхăнтарма пулăшмалла. Чи кирли вара – çынпа çын кăмăллăн хутшăнни. Çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттернĕ, пултаруллă çынсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ çĕрте вулавăшсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ехремкасси ял тăрăхĕнче виçĕ вулавăш. Вĕсенче хăйсен ĕçне лайăх пĕлекенсем тăрăшаççĕ. Ираида Кириллова, Елена Семенова, Виталина Лаврентьева. Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн вĕсене темиçе хутчен те хисеп хучĕсемпе чысланă. Библиотекăсем клубсемпе тачă çыхăнура. Вĕренекенсемпе, çамрăксемпе, çитĕннисемпе пĕрле вĕсенче тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ.

Е.ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика