17 августа 2011 г.
Редакци пÿлĕмне туллирех кĕлеткеллĕ хĕрарăм кĕчĕ.
– Ырă кун пултăр сире, хаçат ĕçченĕсене. Чăрмантармарăм-и;
– Çук, – терĕмĕр ăна.
Элĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен Л.М.Константинова пирĕншĕн илтмен-пĕлмен çын мар. Ăна сцена çинче пĕрре мар курнă, унăн янкăр сассине тимлĕ итленĕ, хусканăвне куç илмесĕр сăнанă.
– Пĕлтĕрхи кăтартусемшĕн «Раççейри чи лайăх çынсем» энциклопедине кĕртни çинчен пĕлтересшĕн-ха эпĕ. Тÿрех калам, ку мухтанать тесе ан шутлăр, – терĕ Любовь Михайловна. – Энциклопедине те хампа пĕрлех илсе килтĕм.
Культура ĕçченĕ энциклопедине сĕтел çине кăларса хучĕ.
– Хулăн кĕнеке-çке, – тĕлĕнтĕмĕр эпир, редакци ĕçченĕсем.
– Пĕтĕм тĕнчери пысăк энциклопедине Раççей, Казахстан, Украина, Беларуç çыннисене кĕртнĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ отрасльти ĕç-хĕлпе палăрнăскерсем. Кĕнекере ман çинчен çырса кăтартни те пур, – калаçăва тăсрĕ Л.Константинова.
Ăна, энциклопедине кĕртнĕ май, Паттăрсен Знакне те парса чысланă. Çапла, чăннипех те тивĕçлĕ ятарлă знака Любовь Михайловна. Вăл культура ĕçĕнче хăйĕн вăй-халне те нихăçан шеллемен. Хушнă ĕçе пĕр турткалашмасăр-хирĕçлемесĕр пурнăçланă. Тăрăшнăран Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн ятне парса чыс тунă. Культурăна лайăх ăнланни те пулăшнă ĕнтĕ çитĕнÿсем тума.
– Шутламан та, кĕтмен те кунашкал парнене, – терĕ Л.Константинова. – Халь чун хавхаланупа тулчĕ. Пенсире пулин те сценăран уйрăлас килмест.
Мĕнех калăн, сцена çине тухса халăха савăнтарни пурнăçа тата та илемлетме пулăшать. Унăн пултарулăхне такам та ăмсанĕ. Ĕçлес хастарлăхĕ пысăк пулни те яр-уççăн палăрать.
Юрий КОРНИЛОВ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.