АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страхлас ĕçри ырă улшăнусем

17 августа 2011 г.

РФ Патшалăх Думи ял хуçалăхне страхлассине патшалăх енчен пулăшма тата федерацин «Ял хуçалăхне аталантарасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртме йышăннă.

Çак саккун 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрсе ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен пурлăхĕ – ял хуçалăх культурисен тухăçĕ тата выльăх-чĕрлĕхĕ – пĕтме (вилме) пултарассипе çыхăннă страхлав хÿтĕлевне тунă чухне патшалăх енчен пулăшма право никĕсне палăртать. Çĕнĕ йĕркепе ял хуçалăх таварне туса илекенсем пĕтĕмĕшле страхлав взносĕн 50 процентне çеç тÿлеççĕ. Хуçалăх заявлени çырнă хыççăн патшалăх страхлавçăна страхлав премийĕн хисепĕнчен ытти 50 процентне куçарса парать. 2013 çултан выльăх-чĕрлĕхе вилессинчен страхлассине те патшалăх енчен пулăшма тытăнĕç.

Саккунпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕпе ял хуçалăх культурисене, выльăх-чĕрлĕх пĕтессинчен (вилес хăрушлăхран) страхлаççĕ. Йĕрки çапла: ял хуçалăх культурин тухăçĕ палăртнинчен 30 процент е ытларах чаксан, нумай çул ÿсекен ÿсен-тăран лаптăкĕн 40 проценчĕ юрăхсăра тухсан тин вĕсене пĕтнĕ тесе шутлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика