17 августа 2011 г.
Çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси водительсен тĕп тивĕçĕ шутланать. Автобус водителĕсем çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăннине палăртас, инкексен шутне чакарас тĕллевпе августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен районта «Автобус» рейд иртĕ.
Çынсене турттарса çÿремелли транспортсене куçран вĕçертместпĕр пулин те çитменлĕхсем пур-ха. 2011 çулхи 7 уйăхра республикăра 85 авари регистрациленĕ. Вĕсем пурте пассажирсене турттаракан водительсен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă. Ку вăл пĕтĕм аварисен хисепĕн 10 проценчĕпе танлашать. Инкекре пурĕ 6 çын вилнĕ, 133 çын аманнă.
Автобус водителĕсене пула пурĕ 46 авари шута илнĕ. Унта 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 68-шĕ суранланнă.
Аварисен сăлтавĕ пысăк хăвăртлăхпа çÿрени, транспорт юсавсăр пулни, пассажирсене кирлинчен ытларах лартни пулса тăрать. Çавăнпа та пассажирсене турттаракан транспортсен авари шутне чакарас тата водительсен тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе иртекен профилактика мероприятийĕнче çул-йĕр инспекцийĕн ĕçченĕсен кашни автобуса тĕрĕслеме ирĕк пур.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕ.