АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлмасăр

17 августа 2011 г.

– Эпĕ нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Кĕçĕнни пулнă май тĕп килтех йăва çавăрма тиврĕ, – терĕ Геннадий Яковлев хăйĕнпе паллаштарнă май.

Мĕн авалтан килекен йăлапа тĕп килте тĕпленнĕ арçын. Халĕ вăл çемьеллĕ ĕнтĕ. Пĕртен-пĕр ывăлĕ Витя вун тăхăр çулта.

– Аттепе анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, – калаçу çăмхине малалла тăсрĕ арçын.

Хăйсен çулне тĕрĕс суйласа илнĕ, пурте çемьеллĕ пĕртăвансем. Ĕçлĕ çынсем пулнипе те палăраççĕ Яковлевсем. Шел те, ашшĕпе амăшĕн, Володьăн ĕмĕрĕсем кĕскерех пулнă. Паянхи кунпа, ачисемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнма кун-çулĕсене сахалтарах çырса панă вĕсене.

Геннадий Яковлев чылай çул Чăваш Сурăм шкулĕнче водительте тăрăшать, кунсеренех ачасене пĕлÿ çуртне турттарать. Мăшăрĕ те çак шкултах кĕçĕн классене вĕрентет. Вĕсен ывăлĕ вара Шупашкарта пĕр аслă шкулта пысăк пĕлÿ илет, менеджера вĕренет.

Яковлевсем – ĕçе юратакан çынсем. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытаççĕ вĕсем. Çулсеренех ытлă-çитлĕ апат хатĕрлеççĕ. Яковлевсен автомашина та пур. Çуллахи вăхăтра утă-улăм турттармалла-и – пурте кил хуçи патне пыраççĕ. Геннадий Николаевич нихăçан та никама та хирĕçлемест.

Ирхи шуçăмпа вăранаççĕ арăмĕпе упăшки. Ĕçе кайиччен килти выльăхсене пăхмалла, кил-çурта тирпей-илем кĕртмелле. Пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшаççĕ Геннадийпе Елена. Килти ĕçсене пурнăçланă хыççăн мăшăрсем пĕрле ĕçе васкаççĕ.

М.ШОРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика