17 августа 2011 г.
Пирĕн аттепе анне Сурăм вăрманĕнче пурăннă. Атте, Владимир Ильич, лесникра ĕçленĕ. Хура-шурне сахал мар курнă вăл. Вăрçă вут-çулăмĕнче пулнă çывăх çыннăмăр, тыткăна лексе тертленнĕ. Пăрлă шыв урлă та ишсе каçнă, çапах чирлемен, мирлĕ ĕçре те пуçа усман аттемĕр. Вăл ĕç шыраса вырăнтан-вырăна куçса çÿремен. Унăн ĕç кĕнеки те тасипех. Унта лесникра ĕçленине кăна палăртнă.
Вăрманти пурнăç чылай урăхларах. Эпир, атте-аннен тăватă ачи, çынсемпе питех хутшăнса ÿсмен. Хамăр вара туслă пурăнаттăмăр. Çывăх çыннăмăрсем ĕçе хăнăхтарассишĕн хытах тăрăшнă.
Вăрманти çут çанталăк тĕнчи халĕ те час-часах аса килет. Тавралăх тискер чĕр чунсенчен питĕ пуянччĕ. Пăшисем, сăмахран, кĕтÿпех çÿретчĕç. Вĕсем йывăçсене те сиен кÿретчĕç. Юмансене кăшласа пĕтеретчĕç. Хир сыснисем те ĕрчесех кайнăччĕ. Кусем урам алăкĕ патне килсе кĕпĕрленсе тăни те пулнă. Чее тилĕсем те вăрман тусĕсемччĕ. Килти чăхсене тапăнса тытнă тĕслĕхсене темиçе те асăрханă.
Чĕр-чунсен тĕнчи ытла та пуянни шиклентернĕ те пире. «Ачасем, асăрхануллă пулăр. Алăксене питĕрсе çÿрĕр», – тетчĕç пире час-часах аттепе анне. Кашкăрсем те нумаййи пирки сăмах çÿретчĕ. Юрать-ха вĕсене пире курма тÿр килмен. Тĕрĕс-тĕкел те сывах пурăнса ирттертĕмĕр вăрманти пурнăçа.
Атте хăй ĕçĕнче чăн ăста пулни савăнтарнă пире. Вăл, вăрман хуçалăхĕнчи ĕç-хĕле лайăх йĕркелесе пырса, тав сăмахĕсене, парнесене те тивĕçнĕччĕ. Вуçех те чирлемен, сывă арçын сасартăк вилсе кайрĕ. Аннемĕр унран чылай ытларах пурăнчĕ. Эпĕ ăна мĕн виличченех хамах лайăх пăхса усрарăм. Эпир, ачисем, вĕсем вĕрентсе хăварнине тĕпе хурса пурăнатпăр. Халĕ вăрманта мар ĕнтĕ, тĕрлĕ çĕре салантăмăр, кашнин хăйĕн çемйи.
Вăрманта çитĕннĕ пулин те хама тÿрккес, сăпайлăхсăр çын тесе шутламастăп. Пĕр вăхăт ертÿçĕре те вăй хутăм. Ял-йыша килĕштеретĕп, кÿршĕсемпе, ыттисемпе те хаваспах хутшăнатăп. Анчах та хама ку енĕпе виçеллĕрех тытни пур вара.
Эпĕ пилĕк ача амăшĕ, виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Мăшăрăм пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă май, кил-хуçалăха тытасси йăлтах хам çинче.
Тăван кил ăшшиех хаклă маншăн. Кил-хуçалăхран тухмасăр ĕçлесе пурăнма кăмăллатăп.
Г.ИЛЬИНА.