17 августа 2011 г.
Ураскилтри вăтам шкул картишĕ ачасен шавĕпе тулнă. Вун-вун пилĕк вĕренекен пухăннă та калаçу пуçарнă.– Паян манăн практика вĕçленет. Пĕр эрне тăрăшсах ĕçлерĕм шкул пахчинче, – терĕ пĕри.
– Манăн та икĕ-виçĕ кун кăна çÿремелле, – хушса хучĕ тепри.
– Эпир те парăмра юлмăпăр-ха. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен хамăр тивĕçе пурнăçлатпăрах, – пĕр харăсах пĕлтернĕн калаçрĕç виççĕмĕшсем.
Директор килнине курсан татах та хавхаланнăн туйăнчĕç ачасем. Вĕсем ăна ăшшăн сывлăх сунчĕç. Кусене ĕç хушаканни вара çамрăк вĕрентекен пулчĕ.
– Паян сухан кăларассипе ĕçлĕпĕр. Пахча-çимĕçе çийĕнчех тасатмалла пулать, типĕтме те хурăпăр, – терĕ Марина Владимировна Федорова.
Шкул директорĕ Владислав Никандрович Миронов çуллахи ĕç чĕрĕкĕ ăнăçлă вĕçленсе пынине палăртрĕ. Ачасем пахчаран татăлман. Тĕрлĕрен çимĕçсен йăранĕсене пăхсах тăнă, çум курăксенчен тасатнă, шăварнă, кăпкалатнă, апатлантарнă та.
«Хĕвел» сиплев лагерĕ вара савăнăç кÿнĕ ачасене. Унта пĕрремĕш-тăваттăмĕш классенчи вĕренекенсем çÿренĕ. Кусем – йывăртарах çемьесенчи ачасем. Вĕсемпе кулленех тĕрлĕ хавхалануллă мероприятисем иртнĕ.
Шкул ертÿçи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн кăтартăвĕсемпе кăмăллă.
– Вун пĕрмĕшсем хăйсен пĕлĕвĕсем япăх маррине кăтартрĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчипе танлаштарсан, чылай ытларах балл пухрĕç. Августина Баринова вара вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ, – хыпарларĕ Владислав Никандрович.
Ураскилтри вăтам шкул – районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчен ваттисен шутĕнче. Ăна уçнăранпа 122 çул та çитнĕ. Вĕренÿ корпусне – вăрăм кирпĕч çурта юсаса çĕнетессипе кăçал чылай ĕçсем пурнăçланă. Хăшпĕр пÿлĕмсене, ăшă тытмалла тăвас тесе оргалит çапнă. Япăхнă урай хăмисене улăштарнă. Классен, коридор чÿречисене, урая сăрласа илемлĕ сăн кĕртнĕ. Вĕрентÿ хатĕрĕсем чылай туяннă. Учебниксене кăна çĕнĕрен 80 пин тенкĕлĕх илни çинчен пĕлтерчĕ Римма Николаева библиотекарь.
– 100 çултан иртнĕ пулин те пирĕн шкул ватă мар, – терĕç Ураскилтри вĕрентекенсем.
Чылай çул каярах ача сачĕ пулнă çурта пушă лартасшăн мар. Шкул çулне çитменнисене кунтах пуçтарса воспитани пама тĕллев тытнă.
– Кăçал вĕренÿ çулĕнчен пуçламăш классенчи ачасене çĕнĕлле стандартпа вĕрентме пуçлатпăр. Ку енĕпе ĕçлеме шкулта хатĕрленсе çитрĕмĕр, – терĕ директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Осипова.
Шкулта – вун тăватă вĕрентекен. Ку йышран вун пĕрĕшĕ – пĕрремĕш категориллĕ. Тĕпрен илсен, пурте пуян опытлă. Математикăна вĕрентекен Эльвира Глебовна Семенован ĕç стажĕ вара хĕрĕх çула та çывхарать-мĕн.
Йышăну комиссийĕ шкул вĕренÿ çулне япăх мар хатĕрленнине палăртнă. Çав хушăрах çитменлĕх те тупăннă. Сигнализаци тытăмне лайăхрах йĕркелемелле. Шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен те кирлĕ. Епле пулсан та ачасен йышĕ хушăнса мар, чакса пыни ытларах канăç памасть. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче шкулпа 131 çамрăк сывпуллашнă пулсан, кăçал ачасем шкула сахалрах килĕç.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: В.Миронов директор ĕçтешĕсемпе.