АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕхшĕн кам яваплă;

17 августа 2011 г.

Шăрăх та типĕ çанталăкра никамăн та хĕвел питтинче ларас килмест паллах. Пурте сулхăн вырăн шырама тăрăшатпăр. Шыва кĕни те самаях шăм-шака уçăлтарса ярать. Шăрăх кунсенче ял çумĕнчи пĕвесенче халăх хĕвĕшнине курма пулать. Анчах та канакансем хăйсем хыççăн çÿп-çап хăварни чуна ыраттарать.

Синер ялĕ район центрĕпе çуммăнах вырнаçнă. Çавăнпа та унта мĕн пулса иртнине çийĕнчех пĕлетĕн. Çапла пĕррехинче Кооператив урамĕнче пулма тÿр килчĕ. Урамăн сылтăм енче пурăнакансем анкарти хыçĕнче пĕве пуррине палăртрĕç. Вырăна çитсе лару-тăрупа паллашрăм. Пысăках мар лаптăк йышăнакан пĕве çумĕнчех тем пысăкăш çырма. Çавăнтах Янкурас ялĕ еннелле йывăçсен тăрăхĕ тăсăлать. Самаях çÿлелле кармашнă йывăçсем те çук мар кунта. Шăп та шай вĕсем Элĕкрен Синер ялне тухакан сукмакпа утса çÿрекенсене сулхăн парнелеççĕ. Пĕверен кăшт çÿлерех автотранспорт йĕрĕсем, унта-кунта тĕрлĕ савăт-сапа, çÿп-çап курăнкалать. Пĕр йăмра айĕнче акă виçĕ çамрăк сăра кĕленчи пушатрĕç те савăтсене çавăнтах пăрахса хăварчĕç. Кун пек ÿкерчĕксене курсан чунра тарăху çуралать.

Тепре те пулма тÿр килчĕ çав вырăнта. Хальхинче те чуна ыраттаракани тупăнчĕ. Шалкăм çумăр çунă хыççăн пĕве татăлсах кайнă иккен. Унти шыв çырмана юхать. Пĕве татăлса кайнине курнă-ха çынсем. Хăшĕ-пĕри кулленех тÿрĕ çулпа Элĕке ĕçе васкать. Шыв юхнă çĕре тăпра та сапнă. Анчах та çумăр вăйлă çунипе пĕвери шыв каллех тулса кайнă. Пĕве çумĕнче юнашарах тăватă-пилĕк çулхи ачасем вылянине те пĕрре мар асăрханă. Пылчăкпа вараланнăскерсем тумтирĕсем йĕпе пулнине пăхмасăрах пĕве çумĕнчи кÿлленчĕкре йытпуллисем тытаççĕ.

Ют çын куçĕ пĕр самантрах тирпейсĕрлĕхпе йĕркесĕрлĕхе асăрхать. Илемпе тирпейлĕх пирки яланах калаçатпăр, анчах та сăмахсене темшĕн пурнăçа кĕртместпĕр. Синер çырминче йăванса выртакан çÿп-çапшăн ют ялта пурăнакансем мар, кунти çынсемех айăплă-çке.

Урама, кил-çурт таврашне тирпейлĕ тытасси кашни çыннăн тивĕçĕ шутланать. Кирлĕ мар çÿп-çап йăванса выртни ытла та килĕшÿсĕр пулнине пĕлсех хăшĕ-пĕри ятарласа тенĕ пек тавралăха варалама тăрăшать. Пĕвесене, çырма-çатрана тирпейлĕхре тытмаллине пурте пĕлеççĕ. Синер ялĕ çумĕнчи пĕве çумăрлă çанталăкра хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Ачасене шыв хĕррине ярас марччĕ, ашшĕ-амăшĕсен сыхă пуласчĕ.

Çакна та каласа хăвармалла. Ял, урам тесен чи малтанах хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртмелле.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика