АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕ çынна тĕп тăвать

17 августа 2011 г.

Хăш-пĕрисем эрех-сăрапа туслашса хăйсен сывлăхĕ çинчен хăвăрт манаççĕ. Ĕçкĕçсен 30-40 проценчĕ хырăмлăх чирĕпе (гастрит), 20-30 проценчĕ хырăмлăх шыççипе (язва) аптраççĕ. Эрех нумай ĕçекенсен ирĕлтерекен тытăмăн чирĕсем аталанаççĕ, вĕсем шала каяççĕ. Панкреатит (хырăмлăх ай парĕн шыççи) çав шутрах. Вăл 80 процент эрех ĕçнипе пулать. Асăрханă тăрăх, панкреатит эрех ĕçме тытăннă хыççăн 5-10 çултан пуçланать. Приступ вăхăтĕнче çынна тытса пăрахма пуçлать. Çак чирпе чирлекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕн сахăр диабечĕ пуçланать. Эрех-сăра ĕçекенсем рак, туберкулез, чĕре, пĕвер чирĕсемпе те час-чсасах чирлеççĕ. Организмăн иммунитет шайĕ (кĕрешес вăйĕ) те чакса пырать.

Теприсем эрех вырăнне сиенлĕ шĕвексем – одеколон, лосьон, денатурат, тĕрлĕ спиртсем, сăмакун ĕçсе пуçĕсене минретеççĕ. Çапла майпа ĕçкĕçсен хырăмлăхĕ, пĕверĕ, пÿри, чĕри юрăхсăра тухать, пуç мими аптăрать. Кайран вара вăй-халĕ те пĕтсе çитет, куç, хăлха вăйĕсем чакаççĕ, куçа темтепĕр курăнма тытăнать. Хăш-пĕр çынсем тата эрех вырăнне метил спирчĕ те тиркемеççĕ. Ку вăл – чи хăрушши. Ăна ĕçнĕ çынсенчен ытларахăшĕ пурнăçран хăвăрт уйрăлать.

Хăйсене «виçеллĕ ĕçекенсен» шутне кĕртекен алкоголиксемпе ĕçкĕçсен ачисем ытларах чухне психика тата ÿт-пÿ енчен сывă мар çуралаççĕ. Алкоголизм чирĕ йăхран йăха куçать тесе палăртаççĕ ученăйсем. Ачисем те ĕçекен ашшĕ-амăшне пăхса шкул çулĕсенчех черккепе туслашаççĕ, часах преступлени çулĕ çине те тăраççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, саккуна хирĕçле ĕç тăвакансен 80 проценчĕ япăх çемьесенче çитĕннĕ.

Алкогольлĕ шĕвексене ĕçни этемĕн ĕмĕрне 17-20 çул таран кĕскетет. Раççейре кашни çын пуçне çулталăкне 14-18 литр эрех лекет. Ку вăл нормăран 2 хут ытларах. Вырăс халăхĕн паллă писателĕ Л.Н.Толстой çапла каланă: «Эрех-сăра сывлăха сиенлет, ăс-тăна хавшатать, çемьене аркатать, юлашкинчен вара чи хăрушши – этемĕн чунне айăплать, çамрăк ăрăва тÿрĕ çултан пăрать». Наци пĕтсе пырас хăрушлăх çултан çул ÿссе пырать. Çавăнпа та кашнийĕн урă тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.

Эпĕ уйрăмах çамрăксемшĕн хытă пăшăрханатăп. Тархасшăн, ан ĕçĕр, каччăсемпе хĕрсем! Ĕçкĕ çынна тĕп тăвать, пурнăçа аркатать!

Е.ДОЛГОВА,

врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика