17 августа 2011 г.
Шкулта вĕреннĕ чухнех унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнеттĕм. Руслан Михайлов Оля аппăшĕпе шкулти «Сатлай» фольклор ушкăнне юрлама çÿретчĕ. Нумаях пулмасть Русланпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.– Руслан, хăвăнпа паллаштар, тархасшăн.
– Эпĕ Атмалкасси ялĕнче 1993 çулта çуралнă. Аттепе аннен эпĕ иккĕмĕш ачи. Оля аппа Шупашкарта аслă пĕлÿ илет, йăмăкăм Мăн Вылă шкулĕнче ăс пуçать. Кĕçĕннисем хальлĕхе аннен «çунатти айĕнче» çеç-ха.
–Эсĕ шкулта вĕреннĕ чухнех ыттисенчен уйрăлса тăраттăн. Аппу та хастарлăхпа палăратчĕ.
– Кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтра эпĕ С.И.Федорова музыка вĕрентекенĕ ертсе пыракан «Сатлай» фольклор ушкăнне юрлама çÿреме пуçларăм. Ушкăнпа республикăри чылай района çитсе хамăр пултарулăха кăтартнă. Оля та яланах пĕрле пулнă. Иксĕмĕр те мĕн ачаран юрă-ташăпа туслă. Сăмах май каласан, Оля «Янташ» ушкăнра концертсенче юрлама тытăнчĕ.
– Пултарулăхĕ чăннипех те тĕрлĕ енлĕ санăн, Руслан. Акă вăтам шкула та ылтăн медальпе вĕренсе пĕтертĕн.
– Ачаранах кĕнеке вулама юрататтăм. Пысăк тавракурăмлă пулас, шкулта пур предметпа та ĕлкĕрсе пырас тесен кĕнекепе туслашмалла. Вун пĕр çул ним сисĕнмесĕр хыçа юлчĕ. Халĕ акă тăван шкулпа сывпуллашрăмăр. Вĕренÿре Оля аппа та малтисен ретĕнче пулнă. Вăл вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Йăмăкпа шăллăмсене те эпир мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслă пулма вĕрентетпĕр.
– Пушă вăхăта еплерех ирттеретĕн;
– Меллĕ самант тупăнсанах компьютер умне ларатăп, юлташсемпе çыхăну тытатăп. Паянхи кун компьютер пурнăçра питĕ пысăк пулăшу парать. Унпа интернета кĕрсе темĕн те тупма пулать. Акă пĕр программа тăрăх гитарăпа калама хăнăхса пыратăп. Алла гитара тытса юрăсем шăрантарас килет.
– Руслан, сана пурнăçра кам хавхалантарса пырать;
– Паллах, аттепе анне. Вĕсем пире, ачисене, вĕрентсе ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕрентекенсемпе тус-юлташсене те ырăпа çеç асăнас килет. Тăвансем те хавхалантараççĕ.
– Санăн умра – аслă çул. Мĕнле ĕмĕт-тĕллевсемпе пурăнатăн;
– Тĕнчене килекен кашни этем çĕр-шыва юрăхлă çын пулас тесе тăрăшать. Манăн та ĕмĕт пур. Чи малтанах аслă шкула вĕренме кĕрес шутлă. Шкулта ăс пухнă чухне физика, математика, вырăс чĕлхипе музыка предмечĕсем кăмăла каятчĕç. Физика урокĕсене вара юратсах вĕренеттĕм. Çавăнпа та малашнехи пурнăçа физикăпа çыхăнтарма ĕмĕтленетĕп.
– Руслан, умри тĕллевсем санăн пурнăçланса пыччăр, ăнăçу сана.
– Тавтапуç. Çутă малашлăха шанса пурăнатăп.
Вера МОРОЗОВА калаçнă.