17 августа 2011 г.
Ырă кил хуçин йытти те сăнчăрта тенине илтме пулать. Тени салинчи Пудовсен килĕ тĕлне çитсен те çав сăмахсем аса килчĕç. Ют çын иртнине сиснĕ йытă сиксе вĕрет. Çавна май кĕçех урам алăкĕ уçăлчĕ те çамрăк арçын тухрĕ.Сывлăх сунса паллашнă май, пÿрте кĕме сĕнчĕ. Йĕркелĕхпе тирпейлĕх кашни утăмрах палăрать.В.Пудов «Прогресс» хуçалăхри тăрăшуллă механизаторччĕ. Сортировкăсемпе сушилкăсене ĕçлеттерессипе уйрăмах пуян опытлăччĕ. Вырма вăхăтĕнче яланах йĕтем çинче пулнă вăл, машинистра тимленĕ.
Кĕçех тĕпелтен ватă çын та тухрĕ. Ку самаях çулланнă Евдокия Ефграфовна Пудова. Юратнă амăшĕ, асламăшĕ, хунямăшĕ те вăл çемьешĕн.
– Ачалăхăм выляса, кулса иртмерĕ. Анне çамрăклах пурнăçран уйрăлнă май, йывăрлăхĕ ман çине тиенчĕ. Хĕрарăм ĕçĕ йăлтах ман çинчеччĕ. Хура-шурне тасатнă, апатне те пĕçернĕ. Юрать-ха пирĕн атте йĕркеллĕ çын пулнă. Тепре авланмарĕ вăл. Ачисемшĕн тăрăшрĕ, – хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ Е.Пудова.
Хăй вăхăтĕнчи мĕн пур çынсем пекех Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă Эренар хĕрĕ. Окоп чавнă, вăрман каснă çĕрте сахал мар нуша курнă.
Пурнăç хурлăхлă-и, ырлăхлă-и – вăхăт хăйĕннех тăвать. Чипер хĕр пулать Евдоки. Кÿршĕри Тени ялне качча тухать вăл. Вăрçăран йывăр суранланса таврăннă Василий Пудовпа пĕрлешет. Сусăррипех пурăнма тивет упăшкин. Василий вăрçă хирĕнче хăрах хул калаккине хытах амантнă. Çавна май госпитальте çулталăка яхăн выртнă.
– Кам çÿреме пултарать – ветеринара вĕренме май пур. Фронтри лашасене сиплекен специалистсем хатĕрлетпĕр, – илтнĕ вырăнпах выртакан салтак.
Ырă хыпарпа хавхаланнăскер, хăйне çăмăлрах туйма пуçлать. Çапла выльăх тухтăрне вĕренме вăй-хал çитерет Тени каччи. Ăна ку професси мирлĕ вăхăтра та кирлĕ пулать. Вăл тăван хуçалăхра нумай çул ветеринарта ĕçлет. Халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ ветеран. Унăн мăшăрĕ Евдокия Ефграфовна та колхоз ĕçĕнчен уйрăлман. Чылай çул поварта та ырă тĕслĕх кăтартнă.
Ятлă-сумлă мăшăр сакăр ача çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Ыттисем, ашшĕ-амăшĕн халалне тĕпе хурса, лайăх пурăнаççĕ.
– Хулара – пилĕк çемье. Юрать-ха Вова ывăлăм яла кăмăлларĕ. Халĕ унăн çемйипе пурăнатăп, – терĕ ĕç ветеранĕ.
Пудовсен килĕнче килĕшÿллĕ пурнăç. Çамрăксемпе ватти пĕр-пĕрне сума сăваççĕ. Ахальтен мар час-часах ăшшăн анне, асанне тени илтĕнет кил-çуртра.
– Аннепе иксĕмĕр вĕлле хурчĕсене пăхса тăтăмăр. Вăлах мана хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе вĕрентрĕ, – терĕ амăшне ырласа Владимир Пудов.
Г. СВЕТЛОВА.