17 августа 2011 г.
Геннадий Иванович Янкурас ялĕнче 1937 çулта кун çути курнă. Çичĕ класс таранччен кăна шкулта вĕреннĕ. Çие тăхăнма япали те пулман, çăпатапа çеç çÿренĕ. Выçăллă-тутăллă çитĕннĕ. 1953 çулта Кемерово облаçĕнчи Прокопьево хулине ФЗО-на вĕренме кĕрет. Юнашар ял хĕрне Елена Никитичнăна качча илнĕ хыççăн Казахстан çĕрĕ çинче те пурăнаççĕ вĕсем. Каменщик чаплă професси шутланнă, çав енĕпех вăй хурать Геннадий Иванович. Унăн мăшăрĕ вара ача садĕнче ĕçлет. Ĕне выльăх нумай тытнă вĕсем. Çавăнпа Елена Никитична санитаркăна куçать, пушă вăхăт ытларах пулнăран ĕнтĕ.
Алли ăста каменщика Элĕк районне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Хирĕçлемест арçын, ĕçе кÿлĕнет.
Геннадий Иванович пуçарнипе купаланă пĕрремĕш çурт вăл – вокзала хирĕç лараканни. Тепри вара пушарниксен çурчĕ. Райцентра çĕнетнĕшĕн ăна Элĕк салинче виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер параççĕ. Янкурас ялĕнче кирпĕчрен купаланă пĕрремĕш çурт та Ивановсенех пулнă. Мĕн пенсие тухичченех строительство организацийĕнче ĕçлет. Унăн мăшăрĕ вара районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче тимлесе тивĕçлĕ канăва тухать.
Ивановсем виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ.
А.СТЕПАНОВА.