АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

17 августа 2011 г.

Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшаканăн ĕçĕ-хĕлĕ кăткăс та йывăр. Хăвна шанса панă ĕçе вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçланисĕр пуçне участок уполномоченнăйĕсен территорире пулса иртекен кашни ĕç пирки пĕлсе, сăнаса тăмалла. Çавăнпа та учетра тăракансемпе кашни уйăхрах тĕл пулусенче профилактика сехечĕсем ирттерме тăрăшатпăр.

Шĕмшеш, Ураскилт ял тăрăхĕсенче участок уполномоченнăйĕ пулнă май, тăрăхри ялсенче кашни кунах пулма тăрăшатăп. Калас пулать, саккуна пăсакансен йышĕ ÿссех пырать. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Саккуна пăсакан граждансене явап тыттаратпăр, ятарлă профилактика сехечĕсемсĕр пуçне ытти кунсенче те тĕл пулусем ирттеретпĕр. Çынсем ытларах ÿсĕрле преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Эрех нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Çак наркăмăшлă шĕвеке ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн чылайăшĕ паттăрла ĕç тума тăрăшать. Ун пек чухне вара хăшĕ-пĕри çывăх çыннисем çине алă çĕклеме те именмест. Темиçе тĕслĕх илсе кăтартасшăн.

Мăн Тукташ ялĕнче пурăнакан Н. та кăçалхи июлĕн 23-мĕшĕнче каçхи 23 сехет те 30 минутра килте «вăрçă» пуçланă. Трактористра ĕçлекенскер киле таврăнсан чăлан алăкне шакканă, уçса кĕресшĕн пулнă. «Киккирикне» хĕртнĕскер алăка çĕмĕрсе кĕнĕ. Мăшăрне ыйхăран вăратса ăна киревсĕр сăмахсемпе кÿрентернĕ, çывăх çыннине трактор валĕпе пуçран çапнă. Хĕрарăмăн пуçĕ шăтса юн юхма тытăннă. Вăл йĕркелĕх хуралçисенчен пулăшу ыйтнă. Арçынна РФ УК 116-мĕш статьян 1-мĕш пайĕпе айăпласа уголовлă ĕç пуçартăмăр.

Июлĕн 26-мĕшĕнче тепĕр ĕç пăхса тухма тиврĕ. Çĕнушкăнь ялĕнче пурăнакан С. шалти ĕçсен пайне заявленипе тухнă. Ĕç çапларах пулса иртнĕ.

Д. пĕрле пурăнакан хĕрарăма хăйĕн килне илсе килес шутпа А. патне Çĕнушкăне кайнă. Ĕçкеленĕскер хĕрарăмпа темĕн пайлайман. А.-на кĕлеткинчен, алли-уринчен çапса-тапса пĕтернĕ, хĕрарăм кĕлеткине самаях суранлатнă. Кунпа çеç çырлахман эрех ĕçнĕ арçын. А.-н амăшне те кÿрентернĕ. Ватă хĕрарăм хĕрĕ майлă пулнăшăн Д. ăна та хĕрхенсе тăман. Хунямăшĕн кĕлеткине суранлатнă. Çитменнине патак илсе çапса пĕтернĕ. Д. тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçартăмăр. Халĕ арçыннăн саккун умĕнче явап тытма тивет.

А.МОРОЗОВ,

шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика