20 августа 2011 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Районти шкулсем вĕрентекенсемпе ачасене кĕтсе илме хатĕр-и; Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи тата умри тĕллевсем çинчен Элĕк район администрацин вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн пуçлăхĕ Э.В.Николаев каласа пама кăмăл турĕ.– Эдуард Владимирович, чи малтанах районти вĕренÿ учрежденийĕсем çинче чарăнса тăрăр-ха.
– Паянхи куна пирĕн районта пурĕ 19 вĕрентÿ учрежденийĕ. Вĕсем шутне шкулсем, ача сачĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисем кĕреççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен шкулсем вĕренÿ çулне хатĕр. Вĕсенче 7 миллион та 308 пинлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ, классемпе коридорсене, столовăйсене илемлĕ сăн кĕртнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче физкультурăпа спорт комплексĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулне пĕрлештернĕ.
– Пĕчĕккисемпе ĕçлесси еплерех пулса пырать; Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентĕвне йĕркелесси паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерет-и;
– Шкул çулне çитмен ачасене районта виçĕ учреждени йышăнать. Унсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11 шкулта та шкул çулне çитменнисен программипе ĕçлеççĕ. Вĕсенче 550 ача шутланать. Тăватă шкулта шăмат кунсерен уйрăм ушкăнсем йĕркеленĕ. Ача сачĕсенче тĕрлĕрен кружок ĕçлет. Воспитательсем пурĕ 45-ĕн шутланаççĕ, вĕсем районти тата республикăри смотр-конкурссенче тăтăшах хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. 1-мĕш номерлĕ ача-пăча сачĕн воспитателĕ Л.Соколова «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ – 2011» республика конкурсĕнче хутшăнчĕ. О.Алексеева воспитатель вара Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн грантне çĕнсе илме пултарчĕ. Ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ енĕпе те условисем лайăх. Пĕчĕккисем ача садĕнче усранин хакĕн 13 проценчĕ чухлĕ кăна тÿлеççĕ. 2007 çултанпа ашшĕпе амăшне компенсаци тÿлесси вăя кĕчĕ.
– Шкул çулне çитмен ачасене валли вырăнсем çителĕклĕ-и;
– Ача сачĕсенче пĕчĕккисене валли вырăнсем çитменни чăнах та чăрмантарать. Черетре 120 ытла ача шутланать, ачасен 50 проценчĕ килти условисенче воспитани илет. Çавăнпа та Элĕкри 2-мĕш номерлĕ ача садĕнче 20 ача валли ятарлă ушкăн тума палăртнă. Вутлан шкулĕнче те 25 вырăнлă ушкăн ĕçлеме тытăнмалла.
– Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи инноваци ĕçĕ-хĕлĕ пирки мĕн калама пултаратăр;
– Районта пурĕ 13 шкул ĕçлет. Вĕсенче 2292 ача пĕлÿ илет. Виçĕ база шкулĕпе пĕр ресурс центрĕн ÿсĕмĕ пур. Вĕсенче пысăк квалификациллĕ вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Шкулсенче профильлĕ вĕрентĕве лайăх йĕркеленĕ. Шкул ачисене хушма пĕлÿ илме условисем те лайăхланчĕç. 2010 çулхи вĕренÿ çулĕнче олимпиадăна, соревнованисемпе конкурссене хутшăнакансен йышĕ нумайланчĕ. 1349 ача район олимпиадинче пĕлĕвне тĕрĕслерĕ, районти жюри 165 призера палăртрĕ.
– Эдуард Владимирович, ачасен сывлăхне çирĕплетесси çине тимлĕх уйăратăр-и;
– Çапла. Вĕренекенсенчен 50 проценчĕ спорт шкулĕсене, кружоксемпе секцисене çÿреççĕ. Çулсеренех 80 ытла спорт мероприятийĕ иртет. Тавăт шкулĕнче «Сывă шкул» программа ăнăçлă ĕçлет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче физкультура урокĕсене 3 сехет ирттерме палăртнă. Çавăн пекех 2010 çулхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа пĕрремĕш класра вĕренекенсене шахмат вăййисене явăçтарма пуçларĕç. Ку вăл пуçа ĕçлеттерме пулăшать, ачан тавра-курăмне аталантарать.
– Ăнăçлăх кадрсенчен нумай килет. Уйрăм вĕрентекенсем çинче те чарăнса тăрăр-ха, тархасшăн.
– Ачасен пуласлăхĕ вĕрентекенрен те нумай килет. Юлашки çулсенче вĕрентÿ учрежденийĕсенче çичĕ ертÿçĕ улшăннă. Паянхи пурнăç пуринчен те çирĕп ыйтать. Çавăнпа та çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр. Вĕрентекенсем те, шкулсем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Мăн Ямаш шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Андреева тата Чăваш Сурăм шкулĕн вĕрентекенĕ А.Петрова республика конкурсĕнче «Проза» номинацире виçĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Элĕк шкулĕнче кĕçĕн классене ăс паракан Т.Никандрова «Чи класлă класс ертÿçи» республика конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. М.Леонтьева вара «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2011» конкурсра «Детское признание» номинацире палăрчĕ.
Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнче педагогсен ĕç укçи 6,5 процент чухлĕ хăпарчĕ. Çавăнпа пĕрлех ĕç укçи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 16,5 процент, октябрь уйăхĕнчен 6,5 процент ÿсмелле. Вĕрентекенсен вăтам ĕç укçийĕ 13 пин те 500 тенкĕне яхăн пулмалла.
– Паянхи вĕрентекенĕн пурнăçпа тан утмалла. Шкулсенчи пурлăхпа техника бази те вĕренÿ çине витĕм кÿрет пулĕ.
– Паллах. Кашни шкул Интернетпа çыхăннă. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсене 40 мультимедийлĕ проекторпа, 9 интерактивлă доскапа, 357 компьютерпа тивĕçтернĕ.
–Дистанциллĕ вĕрентÿ пирки те илтнĕччĕ.
– Пирĕн районта «Инвалид ачасен дистанциллĕ вĕрентĕвĕ» программа ĕçлет. Питĕшкасси шкулĕнче çак мелпе А.Никандрова вĕренет, çавăн пекех Писĕпри пĕр ача 2-мĕш номерлĕ шкулта ăс пухать. Паянхи куна çак мелпе вĕренме пилĕк ача кăмăл тунă.
– Вĕрентÿ учрежденийĕ – хăйне евĕрлĕ центр. Малашнехи тĕллевсем.
– Чи малтанах эпир районти шкул алăкĕсене хупас мар тесе ĕçлетпĕр. Çамрăк педагогсене ĕçе явăçтарасси, шкул ачисене тивĕçлĕ воспитани парасси, спортпа туслă пултарасси, медицина пулăшăвĕ парасси, апатлантарасси çине тимлĕх уйăратпăр. Ураскилтри ача садне çĕнетесси, Чăваш Сурăмĕнче çĕнĕ садик тăвасси те тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ.
Вера МОРОЗОВА калаçнă.