20 августа 2011 г.
Лена Анатри Хурасан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра техник-осеменатор профессине илнĕ.
Чăваш Сурăм ферминче техник-осеменаторта вăй хума тытăннăранпа халĕ çирĕм çул та çитнĕ ĕнтĕ. Елена Тарасова хуçалăхра опытлă специалистсен шутĕнче. Вăл кашни 100 ĕнерен 100 пăру пĕрре кăна мар илнĕ. Кăçалхи кăтартусем те аван. Выльăхсен кĕтĕвне лайăх пĕлет Елена Тарасова. Хăш ĕне хăçан чупса юлни, пăруласси унăн журналĕнче яр уççăнах палăрать.
Хĕрĕхрен кăшт кăна иртнĕ хĕрарăм – виçĕ ача амăшĕ. Унăн ывăлĕсем Андрейпа Саша çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă та йĕркелĕх хуралĕн ĕçне суйласа илнĕ, иккĕшĕ те милиционерсем, кĕçĕнни, Юрий, шкулта вĕренет.
Е.Тарасова çамрăклах мăшăрĕсĕр юлнă. «Хамăн ĕмĕрте икĕ пÿрт çĕклеме тиврĕ. Нумаях пулмасть çĕннине пурăнма кĕтĕмĕр. Ăна тума 100 пин тенкĕ тавăрса памалла мар субсиди илтĕм», – терĕ чун-чĕреллĕ хĕрарăм.
Г.СВЕТЛОВА.