АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Транспорт налукĕ хăпарать

20 августа 2011 г.

Республикăра транспорт налукĕ ÿсмелле тенине илтрĕмĕр. Тĕрĕсех-и;

Н.Николаев.

2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре транспорт налукĕн хакĕсене индексацилеççĕ: 100 лаша вăйлĕ хăватпа чупакан двигательлĕ çăмăл автомобильсен – 13 тенкĕ (хальхи вăхăтра – 11 тенкĕ), 100-150 лаша вăйлĕ моторлисен 19 тенкĕ вырăнне – 22 тенкĕ (15,8 процент хăпарать), 150-200 лаша вăйлисен – 36 тенкĕ, хальлĕхе – 31 тенкĕ (16,1 процент чухлĕ ÿсет). 200-250 лаша вăйлĕ çăмăл автомобильсен хуçисем паянхи кун 48 тенкĕ налук тÿлеççĕ. Килес çул вăл 55 тенкĕ пулĕ (14,6 процент хăпарать). 250 лаша вăйлинчен те хăватлăрах автомобильсен налукĕ 79 тенкĕрен 92 тенке çитет (16,5 процент).

– Налук хакĕсем пирĕн республикăра Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчи вăтам хаксенчен пысăках мар: 7 тенкĕрен пуçласа (Саратов облаçĕ) 25 тенкĕ таран хăпарнă Марий Эл Республикипе Пермь крайĕнче. 2012 çултан тытăнса транспорт налукĕ çул-йĕр фондне йĕркелемелли тĕп çăлкуçсенчен пĕри пулса тăрать. Налук укçипе çул-йĕр тума тата юсама усă кураççĕ. Çапла вара çулсен пахалăхĕ самаях лайăхланĕ, инкек-синкексем те чакĕç, – пĕлтереççĕ ЧР Финанс министерствинчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика