АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сутуçă ĕçĕнчен уйрăлман

20 августа 2011 г.

Алла çыхмалли сехет ĕçлеме пăрахнăччĕ. Çавна юсаттарас тесе таçта та çитрĕм, никам та пулăшаймарĕ. Юрать-ха ырă сĕнÿ паракан тупăнчĕ.

– «Романа» лавккана кĕрсе тухăр. Çавăнта сирĕн ыйтăва тивĕçтерме пултарĕç, – терĕ паллакан арçын.

Элĕк центрĕнче вырнаçнă лавккана çитрĕмех. Унта кĕрсе тăрсан куç-пуç алчăрарĕ. Кунта мĕнле кăна тавар çук-ши; Куллен кирлĕ таварсен ассортименчĕ пуян. Тĕрлĕ кĕпе-тумтир те туянма пулать.

Сутуçи ырă кăмăллă пулни те килĕшрĕ. Эпĕ мĕнле сăлтавпа килнине пĕлтерсен хирĕçлесе тăмарĕ. Сехете юсаса пама пулчĕ. Ăна тытса пăхрĕ те хыççăнах ĕçе пикенчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, сехет шаккама та пуçларĕ. Асамçă пекех туйăнчĕ сутуçă.

Нина Романовна Прокопьева 1993 çултанпа лавкка тытать. Хăех сутуçă та. Унччен вăл райпо тытăмĕнче вăтăр çул ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçченĕн сăнĕ Хисеп хăми çинчен кайман. «Ĕç ветеранĕ» медале те тивĕçнĕ Нина Романовна.

Вăл Элĕк салинчех пурăнать. 1964 çулта район центрне ĕçлеме килнĕ те çавăнтах тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле хăтлă кил-çурт çавăрнă, хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Иккĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.

– Мăнуксемшĕн те хĕпĕртетĕп. Пĕрисем аслă шкулсенче вĕренеççĕ, теприсем ĕçе те кÿлĕннĕ. Иккĕшĕ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ, – пĕлтерчĕ ăшă кăмăллă сутуçă.

Ливерий ФЕДОРОВ,

Ураскилт сали.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика