АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле вĕреннисем асран тухмаççĕ

20 августа 2011 г.

Пĕрле ÿснĕ тантăшсем ĕмĕрĕпех асра юлаççĕ, тăвансем пекех çывăх вĕсем. Пирĕн, Ураскилт ачисен, ялта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вăтам шкула Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Штанаша çитиех утмалла пулчĕ. Унта пĕр майлă кăна – вун пĕр çухрăм. Çапах йышпа çÿреме хаваслăччĕ.

Эпир ирхине çĕр улми çикелесе çула тухнă. Кăнтăрлахи апат валли те куршакпа пĕçернĕ çĕр улмиех илсе кайнă. Йĕркеллĕ çи-пуç та тăхăнса курман. Çапах парăнмарĕç яшсем, çутă ĕмĕчĕсене те пурнăçларĕç вĕсем.

Анатолий Козлов Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăватă çул пулчĕ. Яла таврăнсан клубра ĕçлерĕ. Купăс калатчĕ, юрăсем шăрантаратчĕ. Анатолий тăрăшнипех ял çыннисене час-часах концерт, спектакль лартса кăтартатчĕç. Хастар çамрăк ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Ăна тÿрех «Молния» колхозра тĕп агронома лартрĕç. Çавăн чухне тĕш тырă, çĕр улми нихçанхинчен те тухăçлă çитĕнтерчĕç. Анатолий Александров та аслă пĕлÿ илме пултарчĕ. Мускавра ял хуçалăх академине ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Бурят республикинче аслă зоотехникра тимлерĕ. Амăшĕ чирленĕ май тăван килнех таврăнма тиврĕ.

Петр Терентьев салтак службинче виçĕ çул пиçĕхнĕ хыççăн пĕлĕвне Мускаври патшалăх университетĕнче ÿстерчĕ. Ураскилт çамрăкĕ направленипе Челябинска çитиех кайрĕ. Кунти финанс институтĕнче вĕрентекенре хĕрĕх çул ытла тăрăшрĕ.

Николай Краснов çар çынни пулса тăчĕ, штаб начальникĕ таран ÿсрĕ.

Семен Александров Канашри техникумра шут ĕçченĕн профессине алла илчĕ. Районти финанс пайĕнче нумай çул тимлерĕ. Шупашкара куçса кайсан та юратнă ĕçĕнчен уйрăлмарĕ.

Йывăрлăхсăр çăмăлли пулмасть çав. Ентешĕмсен ачалăхĕ нушаллă килчĕ. Çапах пурнăçăн тĕрĕс çулĕнчен пăрăнмарĕç вĕсем.

Çын ĕмĕрĕ вăрăмах та мар. Питĕ шел, тантăшăмсем пурнăçран уйрăлсах пыраççĕ. Нумаях пулмасть-ха Валерий Краснов, Николай Трофимов тата Михаил Григорьев пирĕн йышран яланлăхах уйрăлса кайрĕç.

Ливерий ФЕДОРОВ,

ĕç ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика