20 августа 2011 г.
Çул çинчи аварисен шучĕ ÿссех пырать. Уйрăмах ачасем хутшăннипе пулнă аварисен хисепĕ пысăк. Кашни тăххăрмĕш авари вĕсем хутшăннипе пулать.Кăçалхи çичĕ уйăхра республикăра пурĕ 123 авари пулнине регистрациленĕ. Çак инкекре виçĕ ача пурнăçран уйрăлнă, 129-шĕ аманнă (пĕлтĕр – 106). Çул çинчи аварисен шучĕ 18,3 процент, аманнисен шучĕ 21,7 процент ÿсни паллă.
Практика тăрăх, ачасем хутшăннипе пулнă çул çинчи инкексем ытларах çуллахи тата кĕркуннехи вăхăтсенче пулаççĕ. Шăпах ачасем çак тапхăрсенче çуллахи каникулта канаççĕ, çул-йĕр правилисене манаççĕ.
Аварисен шутне чакарас тĕллевпе республикăра çеç мар, пирĕн районта та тĕрлĕ мероприяти иртет. Кăçалхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 11-мĕшĕччен «Асăрханăр – ачасем!» профилактика мероприятийĕ ирттерме палăртнă. Операцин тĕп тĕллевĕсем: ачасемпе, çула çитменнисемпе ĕçлессине лайăхлатасси, вĕсем право йĕркине пăснине тĕрĕслесси, сăнаса тăрасси. Çавăн пекех асăннă профилактика мероприятийĕ шкул ачисене çул-йĕр правилисене пĕлме, инкексенчен сыхланма та пулăшĕ.
Çул-йĕр инспекторĕсем çул çинче те сыхă пулĕç. Ачасем çул урлă правилăсене пăхăнса каçнине тĕрĕслĕç.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕ.