АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуп тусан та чир ертме пулать

20 августа 2011 г.

Венери чирĕсем пĕтĕм тĕнчипех анлă сарăлнă, нумай çĕр-шывшăн вĕсем çивĕч ыйту кăларса тăратаççĕ.Хальхи саманара 20 ытла венери чирĕ паллă: сифилис, гонорея, трихомониаз, уреамикоплазмоз, ар органĕсен бородавкисем, хламидиоз, ар органĕсен герпесĕ тата ытти те.

Кăçалхи 6 уйăхра пирĕн районта 51 венери чирĕпе чирлекен çынна тупса палăртнă: сифилиспа – 4 çын, гонорейăпа – 6, трихомониазпа – 33, хламидиозпа – 3, кондиломĕсемпе 5 çын чирленĕ. Сифилиспа чирлесси районта, Чăваш республикинчи кăтартусемпе танлаштарсан, 32,1 процент нумайрах. Чирлисен шутĕнче: 1 хĕрарăм, 3 арçын.

Ытларах чухне венери чирĕсем эрех ĕçекен, аташса пурăнакан çынсем хушшинче сарăлаççĕ тесе шутлатпăр, анчах ку тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен çак чирсем ар çыхăнăвĕ урлă кăна мар ереççĕ. Сăмахран, «Юрату» чирне кашниех ертме пултарать: трихомониазпа чирлĕ çыннăн ал шăллийĕпе, мунчалипе усă курсан та чирлеме пулать. Хăш-пĕр чух çак чирсем хăйсене ытлах палăртмаççĕ. Ун пек чух çын хăй чирĕ çинчен пĕлмест, сывă çынсене чирлеттерсе яма пултарать. Тĕслĕхрен, сифилис 2-3 уйăхран кăна палăрать. Ку питĕ хăрушă чир, вăл кĕлеткен пĕтĕм органĕсене сиенлет. Сифилис чирлĕ амăшĕнчен варта тĕвĕленекен ачана куçать, ун пек чух хырăм ÿкет е чирлĕ, е тата вилĕ ача çуралать.

Сифилиса шупка трепонема пуçарать. Чир ытларах чухне ар çыхăнăвĕ урлă ерет, сывă çын чирлĕ çынпа çыхăнăва кĕрсен трепонемăна ертет, çакăн пек хутшăнусем эрех, наркотик витĕмĕпе пулаççĕ. 3-4 эрнерен трепонема кĕнĕ вырăнта шыçă (хытă шанкр) тухать, унтан çывăхри лимфа тĕввисем пысăкланаççĕ; пуç, шăмăсем ыратма, кĕлетке температури ÿсме пултарать, çын çывăрайми пулать. 6-7 эрнерен пĕвер пÿресем, нерв тата шăмă-сыпă системисем сиенленеççĕ. Çак вăхăтра сипленмесен, тепĕр 3-4 çултан ÿтпе шалти органсенче тĕвĕсем пулаççĕ, каярахпа вĕсем шăтса юхаççĕ, ÿтпе органсене сиенлетеççĕ.

Чирлĕ çынпа чуп тусан унăн стаканĕпе, шăл щеткипе усă курсан, ар çыхăнăвне кĕмесĕрех сифилиспа чирлеме пулать. Чи хăрушши вара вăрттăн сифилис, мĕншĕн тесен чир паллисем ÿт çинче палăрмаççĕ. Сифилис – венери чирĕсенчен чи хăрушшисенчен пĕри терĕмĕр, врач хушнă пек сипленсен те сипленÿ курсĕ хыççăн тĕрĕсленсех тăмалла. Сифилисран сывалса çитеймесен суккăрланса ларма, тытамак çапма, чĕре чирĕсем пуçланма пултараççĕ.

Ытларах чухне венери чирĕсен хăрушлăхне ăнлансах çитереймеççĕ, хăйсем тĕллĕн сипленме тытăнаççĕ е пачах та сипленмеççĕ. Пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ инфекци ерме пуçлать, çын тÿрех 2-3 венери чирĕпе асапланма тытăнать. Пĕр чиртен сывалсан та теприсенчен хăтăлаймаççĕ хăйсемех сипленекенсем. Юлнă чирсем вара яланлăх формăна куçма пултараççĕ. Çавăнпа та тухтăр патне кайса тĕрĕсленмелле.

Чире сиплеме çăмăл мар, унран сыхланма çăмăлтарах. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла, упăшкапа арăмсăр пуçне урăх никампа та ар çыхăнăвне кĕмелле мар, кĕске вăхăтлăха паллашнă хĕрарăмсемпе, арçынсемпе çыхăнăва кĕмелле мар, презерватив е контрацептивсемпе усă курмалла, гигиенăна пăхăнмалла. Енчен те иккĕленÿллĕ çынпа ар çыхăнăвне кĕтĕр пулсан, вăхăта сая ямасăр малтанхи 2 сехетрех «Интим-спрей», «Мирамистин», «Хлориксидин» препаратсемпе усă курмалла.

И.НИКОНОРОВА,

больница ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика