АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрлать, ташлать

20 августа 2011 г.

Георгий Сергеевич Сергеева Элĕкре пĕлмен çын çук. Çапах та ытларахăшĕ ăна Буденный тесе чĕнеççĕ.

Г.Сергеев Элĕкрен инçе мар вырнаçнă Асамат ялĕнче 1926 çулхи августăн 20-мĕшĕнче çуралнă.

Элĕкри вăтам шкула вĕренме каять. Хаяр вăрçа пула шкула пĕтерме тÿр килмест, ăна вуннăмĕш класран 1943 çулта çара илсе каяççĕ. Жуков маршал ертсе пыракан пĕрремĕш Белорусси фронтне лекет. Автомашинăпа фронт валли снарядсем турттарать. Аслă Çĕнтерĕве Бранденбург хапхи патĕнче кĕтсе илет, хапха çине хăйĕн аллине те пусса хăварать.

Вăрçă чарăнсан Сергеев БМ-19 çар машинĕ çинче ĕçлеме тытăнать, ăна ытарлăн «Катюша» тесе чĕннĕ. Çак машинăпа Г.Сергеев 1945 çулхи июнь уйăхĕнче Мускавра Çĕнтерÿ парадĕнче пулать, гварди полкĕнче 1950 çулчченех хĕсметре тăрать.

Çартан таврăнсан Г.Сергеев Элĕкри вăтам шкула пĕтерсе Мускаври автоçул институтне кайса кĕрет. Ăмăртусене хутшăнать. Вĕренсе пĕтерсен Сергеев хамăрăн тĕп хулана Шупашкара килет, автоколоннăсенче автомеханик, инженер должноçĕсенче ĕçлет. 25 çула яхăн автошкулта преподаватель пулса тимлет. Пенси çине тухсан тăван Элĕке куçса килет. Ветеран килте алă усса лармасть, «Ветеран» хора çÿреме тытăнать, юрлать, ташлать. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ «Юрла салтак, юрла!» конкурсра лауреат пулса тăрать. Халĕ вăл хăйĕн 85 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика