АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хунавсем çине пăхса кăмăлне уçать

20 августа 2011 г.

Лăпкăн тĕлĕрет ял. Урампа сайра-хутра кăна çынсем иртеççĕ. Шуркасси ялĕпе çулланнă, вăрăмрах кĕлеткеллĕ хĕрарăм тăвалла хăпарать.

– Кÿршĕ килне пăхма хушса хăварчĕ-ха. Унта çитсе çаврăнтăм. Пурте йĕркеллех пек туйăнчĕ те каялла таврăнатăп, – терĕ вăл.

Хăйпе паллаштарчĕ, Нина Семенова тесе чĕнни çинчен пĕлтерчĕ.

Пурнăçĕ çинчен каласа пама пуçларĕ.

– Вун пилĕк çул кладовщик пултăм. Упăшка та ĕçрен юлман. Ачасем пĕчĕк тесе килте ларман эпир, – аса илчĕ иртнĕ çулĕсене Нина Романовна.

Хастар пулнă. «Ĕç ветеранĕ» ят парса чыс тунă. Ялах качча тухнă Н.Семенова. Хăйне пĕр çулхи Василийпе чĕрĕк ĕмĕр пурăннă. Çывăх çынни вилнĕренпе вара чылаях вăхăт иртнĕ.

– Мăшăрăм пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни маншăн пысăк хуйхă пулчĕ. Кăмăла уçас тесе кил таврашне çамрăк хунавсем лартса чĕртес ĕçе тытăнтăм. Урам урлă йывăçсен тăрăхне йĕркелерĕм, – чунне уçсах калаçрĕ хура-шур курнă хĕрарăм.

Вăл виçĕ ачине çын тăвассишĕн пайтах вăй хунă. Икĕ хĕрĕ те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Мĕн авалтан пыракан йăлапа тĕп килти пурнăçа тытса пыма ашшĕ-амăшĕ ывăлне халаллать. Нина Романовнăн та шанăçĕ Вова çинче. Çавна май ывăлĕпе пĕрле çĕнĕ çурт çĕклеме хатĕрленнĕ. Кирпĕчне кÿрсе çитернĕ, çутă тимĕрне те янтăланă. Никĕслĕх блокĕ те пур. Вĕсене выльăх-чĕрлĕх усраса тунă укçа-тенкĕпе туяннине пытармасть Н.Семенова.

Вова ывăлĕ Мускаври стройкăсенче ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ ватă.

С.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика