АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех ĕçменрен вăй-халĕ тапать çăлкуç пек

20 августа 2011 г.

Эренарти Валентина Николаевна мăшăрĕ патне урама тухрĕ.– Тракторпа инçене каясшăн-и; – ыйтрĕ вăл.

– Элĕке çитсе килесшĕн, автозаправкăра топливо туянасшăн. Ара кĕр кунĕсенче ĕçлемелли пит нумай, – хуравларĕ В.Антонов.

– Кăçал пĕр уйăх каялла çитмĕл тултартăн ĕнтĕ, çаплах лара-тăра пĕлместĕн.

– Çулсем малаллах шусан та ĕçлес туртăм пысăк, – кăмăллăн калаçрĕ Владимир Антонович.

Кил-çуртра хупăнса ларас килменрен çакна каларĕ вăл. Пенсире пулин те вăй-халĕ пур-ха унăн, сывлăх енчен те аптраса каймасть. Килти Т-30 тракторпа акă утă та çулать, суха та тăвать. Пĕр сăмахпа каласан, çу каçипе те руле алăран вĕçертмест. Пырса ыйтсан çынна пулăшма та хирĕçлемест.

Тени шкулĕнчен çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт тĕлли-паллисĕр шухăшпа пурăнчĕ: хăш çулпа каймалла; Паллах, вĕренмелле. Анчах та Чăваш Енре тымар яма шутламарĕ, Казахстана тухса кайрĕ. Халиччен курман-пĕлмен вырăнсем, çĕнĕ юлташсем... Çук, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхран хăрамарĕ чăваш каччи. Тракториста вĕренсе тухрĕ. Хыççăнах ĕçе кÿлĕнчĕ. Тракторист пулас шухăш тахçанах тĕвĕленнĕччĕ унăн. Тăватă класс пĕтернĕччĕ ун чух. Пĕр кунхине Кармал Тенири Флор ачана хăй патне чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ:

– Трактор рулĕ умне ларас килмест-и;

Турткаланса тăма-и, килĕшнине пĕлтерчĕ. Хăш самантра трактор ларкăчĕ çине вырнаçса ларнине те сисмерĕ. Владимир хытă пăлханчĕ: ара руле тытса пыма çăмăл мар вĕт. Е касă чалăш пулĕ, е тата хуть мĕн те пулин сиксе тухсан. Çавах та хăйне алла илчĕ, техникăна чиперех малалла уттарчĕ.

– Вăт, маттур, эсĕ тракторист пулмах çуралнă пулĕ, – мухтамасăр чăтаймарĕ ăна Флор.

Хыççăн татах та темиçе хутчен трактор рулĕ умне ларчĕ Эренар çамрăкĕ. Казахстан çĕрĕ çинче ĕçленĕ чухне яланах аса илÿсен тыткăнне лекетчĕ. Иртен пуçласа каçченех техника çумĕнчен уйрăлма пĕлместчĕ. Чунтан тăрăшатчĕ. Икĕ çултан тăван кĕтесе таврăнчĕ. Пурнăçĕ тепĕр хут уй-хирпе çыхăнчĕ. Кĕçех салтака кайма ят тухрĕ. Пысăк чыспа ăсатса ячĕç ăна. Виçĕ çул тăван çĕр-шыва сыхларĕ Владимир Антонович, çав вăхăтра хăйне хытах пиçĕхтерчĕ. Киле яштакланса та маттурланса таврăнчĕ. Колхоза вырнаçрĕ, ĕçе пикенчĕ. Тĕлĕнетчĕ ял-йыш: «Владимир канма та пĕлмест-çке». Ырă сăмахсем хавхалану хушатчĕç, татах та пултаруллăрах пулма кăмăл-туйăм çурататчĕç. Çемье çавăрсан вара ыранхи пурнăç пирки ытларах шутларĕ. Мăшăрĕпе – Валентинăпа – ултă ачана кун çути парнелерĕç. Вĕсене ура çине тăратассишĕн иккĕшĕ те мĕн чухлĕ тăрăшрĕç. Ачисем вылянине курсанах кăмăлĕ уçăлатчĕ. Пÿртре ялан шăв-шав тăратчĕ. Халĕ акă çавнашкал тапхăр çитрĕ – ачисем ÿссе саланчĕç, пÿрт те пушанса юлчĕ. Иккĕшех яра куна ирттереççĕ. Çавах та ачисем ашшĕ-амăшне манмаççĕ, канмалли кун тăван кĕтесе килсен кашнинче пĕр ыйту параççĕ: мĕнле пурăнатăр;

– Атте, эпĕ сана тактор илсе парасшăн, – пĕлтерчĕ темиçе çул каялла Павел ывăлĕ.

Каланă – тунă. Çĕнĕ Т-30 тракторпа тивĕçтерчĕ ывăлĕ ашшĕне. Паллах, Владимир Антоновичпа Валентина Николаевна та хăйсен тÿписене хыврĕç – трактор туяннă чух выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш тунă укçана хушрĕç.

В.Антонов комбайнпа тырă та вырнă, ялти клубра каçсерен кино та кăтартнă. Паянхи кун, пенсире пулин те, кану мĕнне пĕлмест, вăхăта ялан ĕçре ирттерет. Эрехе ăша яманран, чĕлĕме çăвара хыпманран вăй-халĕ çăлкуç пек тапса тăнăн туять.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика