АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç пысăк – чунра савăк

24 августа 2011 г.

Вырма вăхăчĕ – чи яваплă тапхăрсенчен пĕри. Çакна аван ăнланаççĕ Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлекенсем. Хуçалăхри ĕç-хĕле Светлана Порфирьева йĕркелесе пырать, кунсерен уй-хирте те, йĕтем çинче те пулать.– Вăхăтра тăрăшсан, халăх йышлă пулсан ĕçлени сая каймасть, – терĕ Светлана Александровна.

– Хуçалăхăн тыр-пул пуссинче виçĕ комбайн ĕçлет. Вячеслав Яковлевпа Олег Шленский, Вячеслав Григорьевпа Леонид Назаров, Валерий Владимировпа Николай Степанов экипажĕсем уйри тыр-пула пухса кĕртессишĕн çĕрĕн-кунĕн тăрăшаççĕ. Олег Порфирьевпа Станислав Порфирьев вара уйри пурлăха йĕтем çине турттараççĕ. Уй-хиртен килекен тырра, çийĕнчех аласа тасататпăр, хыççăн кĕлете кĕртетпĕр, – пĕлтерчĕ Светлана Степанова кладовщик.

Ял çыннисене курма пулмарĕ йĕтем çинче. Икĕ çамрăка çеç асăрхарăмăр.

– Ялти çынсем хуçалăх ĕçĕсенчен пăрăнаççĕ. Çавăнпа та шураçсем, çирĕккассисем, туривылăсемпе атмалкассисем кунти ĕçсене пурнăçласа пулăшаççĕ, – палăртрĕç йĕтем çинче тырă алакансем.

Йĕтем çинче чăннипех те ĕç вĕрет. Тин çеç вырса килнĕ тырра икĕ сортировкăпа алаççĕ. Сортировкăсене пăхса, юсаса тăрассине Михаил Андреевпа Александр Никитин хăйсем çине илнĕ.

Тыр-пула алас ĕçре Надеждăпа Луиза Соколовăсем, Николайпа Надежда Степановсем, Л.Гаврилов, А.Иванова тăрăшулăхпа палăраççĕ.

– Тыр-пул туса илме тăкакĕ нумай. Ăна пухса кĕртмешкĕн вара иртен пуçласа каçчен вăй хумалла, – терĕ хуçалăх ертÿçи. Чăнах та, уй-хиртен тупăш илме йывăррине чунтанах ăнланаççĕ мăнвылăсем. Сĕрмелли-çунтармалли япаласем илмелле. Техника та арканмасăр пулмасть. Ăна валли те саппас хатĕрĕсем туянмалла-çке. Çавăн пекех ĕçлекене те тÿлемелле.

Вырма ĕçĕсен ăнăçулăхĕ чи малтанах комбайнерсенчен нумай килет. Çавăнпа та вĕсем хăйсене шанса панă техникăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра вĕри апат çитерессине те йĕркеленĕ. Светлана Козловăпа Дина Иванова поварсем кунсерен техĕмлĕ апат хатĕрлеççĕ.

Уй-хирти тыр-пула пуçтарса кĕртнипе пĕрлех улăм хатĕрлессипе те ĕçлеççĕ хуçалăхра вăй хуракансем. Тÿрех палăртмалла: хуçалăхра тăрăшакансем ирех ĕçе васкаççĕ, уяр кунра кашни минут хаклине пурте аван пĕлеççĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика