АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйту хускатнă

24 августа 2011 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Президенчĕн должноçне йышăннăранпа çулталăк çитнĕ ятпа пресс-конференци ирттернĕ. Унта республикăри районсемпе хуласенчи пичет тата электронлă массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă.

Президент хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики экономика кризĕсĕнчен пĕчĕккĕн тухса пынине палăртса хăварнă. Кăтартусем ÿссе пыраççĕ. Чăваш Республикин Правительстви хăй çине илнĕ ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçлать. Вăл шутра социаллă сферăна лайăхлатассине те. Вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн ĕçĕсене тĕпрен çĕнетсе ылмаштарасси те курăмлăнах пурнăçланса пырать. Республикăн патшалăх умĕнчи парăмсем те чакнă. Чăваш Енре 64 тĕллевлĕ программăсем туллин пурнăçланса пыраççĕ. «Çитес вăхăтра тăлăх ачасен çурт-йĕр ыйтăвне пĕтĕмпех татса парăпăр. Ача сачĕсенче вырăн çитменнипе çыхăннă ыйтăва вара виçĕ çулта татса пама пултаратпăр», – палăртнă Президент.

«Массăллă информаци хатĕрĕсем – пысăк вăй. Вĕсем халăхăн тавра курăмне тата вĕсен шухăшĕсене палăртма май параççĕ» – уйрăммăн палăртсах каланă республика ертÿçи. Вăл республикăн юлашки тапхăрĕн социаллă- экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне те тишкернĕ. Михаил Игнатьев çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ĕç тума май килни çинчен пĕлтернĕ. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи шайне ÿстерни те хăйне евĕр пулăшу. Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанма май паракан условисем туса парассине те пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.

Конференци пурĕ икĕ сехете яхăн тăсăлнă. Михаил Игнатьев Президент журналистсен вăтăра яхăн ыйтăвне хуравланă. «Пирĕн сирĕнпе пĕр тĕллев – çынсен пурнăçне лайăхлатасси. Сире уçă калаçушăн тав тăватăп», – тенĕ Михаил Васильевич тĕл пулăва вĕçленĕ май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика