АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвансемпе пуçтарăнсан пĕтĕмпех сÿтсе явнă

24 августа 2011 г.

Çак йĕркесене вулакан тĕлĕнсе шутлĕ: «Епле-ха, пĕчĕк тата пысăк ĕçкĕ те пулать-и;» Пулать çав. Хальхи çамрăксемшĕн вĕсен уйрăмлăхне пĕлме йывăртарах. Апла пулсан, вуласа пăхăр.Чăваш çынни мĕн авалтан йышлă çемьене хисепленĕ. Çĕнĕ мăшăра сак тулли ача-пăча пилленĕ. Ултшар-вуншар ача пулнă чăваш çемйинче. Енчен те ача-пăча ăнмасан; Çуралсанах вилсе пынисем те сахал мар пулнă-çке. Аптăранă ашшĕ-амăшĕ кунта та тавçăрнă. Тепĕр ача çуралсан ăна çÿп çине пăрахса илнĕ. Ывăл пулсан – Çÿппи тенĕ, хĕрачана – Çиппи. Кусем хушма ятсем пулнă. Çÿппи, Çиппи ят хунисем çитĕнсе çитсен, çуралсанах хунă ятпах çÿренĕ. Чылайăшĕ мĕн виличченех çак Çÿппипе Çиппа пулса юлнă. Вĕсем хыççăн çуралнă ачасем пурăнса кайнă.

Мĕншĕн ача-пăча нумай кирлĕ пулнă; Ара, чăваш çĕр ĕçлесе, вăрман касса, выльăх пăхса пурăннă. Иккĕн-виççĕн çав ĕçсене туса пыма йывăр тивнĕ. Çавна шута илсех ĕнтĕ чăваш ача-пăчашăн çуннă. «Вĕсем йышлă та хăйсен ани çинчен тыр-пула шыв самантĕнче пухса кĕртрĕç», – тенĕ ăмсанса йышсăррисем.

Йышлă çемьери ачасем ÿссе çитсен саланнă. Ывăлĕсем авланса, уйрăлса тухнă, çемье çавăрнă, хĕрĕсем качча кайнă. Тăван йышлансах пынă. Мăн кун пăттине (çапла калаççĕ чăвашсем Мăн куна уявланине) арçын тăванĕсемпе пĕрле çинĕ, килтен киле пăтă çисе çÿренĕ. Йышлă ратнен 9-11 киле те çитмелле пулнă, çавна май пĕр кун хушшинче пур çĕре те çитсе пăтă çиеймен, иккĕмĕш кун çÿреме тивнĕ. Ĕçлĕ чăвашăн кун сая кайнă. Çавна май пĕртăван ывăлсем кăна хăйсен çемйисемпе мăн кун пăтти çиме пуçланă. Сăмахран, пирĕн кукаçин ашшĕн виçĕ ывăл пулнă: «Савин, Симула, Тимахви. Кашнин тăватшар-пиллĕкшер ывăл пулнă. Пурте уйрăлса тухнă. Мăн кун пăтти çиме виçĕ ратнене пайланнă. Тăванлăх туйăмĕ чакма тытăнать. Çапла ан пултăр тесе, «пысăк ĕçке» ларма тытăннă. Çав ĕçке вара çичĕ сыпăкри тăван таранах пухнă. Çывăх тăвансем пĕрле пухăнса канашланă. Кăçал камăн пысăк ĕçкĕ лармалла; Черетленсе пынă.

Çав ĕçке çулталăк тăршшĕпех хатĕрленнĕ. Аякри тăвансене яла килнĕ тăвансенчен каласа янă е тĕртнĕ улача пир таткине касса парса тыттарнă, тăванне пама ыйтнă. Ку ĕнтĕ пысăк ĕçке килмеллине пĕлтернĕ.

Сăра тунă, шăрттан, аш-пăш хатĕрленĕ. Ĕçкĕ тĕлне ятарласа така-сурăх пуснă. Ялти тăванĕсем те хатĕрленнĕ çак ĕçке. Вăл е ку ĕçке ларать, тенĕ. Чи тутлă чăкăт, витре сăра хатĕрленĕ тăван ĕçкине. Ку вăл хăйне евĕр ниме пулнă.

Ялти тăвансене сăра ĕçме чĕнме ача-пăчана янă. «Пирĕн пата сăра ĕçмешкĕн пымалла. Сире кĕтеççĕ», – çапла чĕнсе çаврăннă ача ялти тăванĕсене. Ĕçке тесе чĕнмен, сăра ĕçмешкĕн тенĕ.

Хăнана пыракансем те пушă алăпа пыман. Хĕрарăм аллинче апат-çимĕç, арçын аллинче – пичке е витре сăра пулнă. Ача-пăча валли вара ялан мăйăр.Пурте пухăнса çитсен кĕрекене ларнă.

Икĕ куна пынă çак ĕçкĕ. Иккĕмĕш кунне тăвансене ăсатма тытăннă. Ăсату пăтти çиме сĕтел хушшине апата лартнă, сăйланă, тепĕр çул пысăк ĕçке кам ларассине пĕлтернĕ.

Ун чухне почта пулман, автобус çÿремен, 60-70 çухрăмри тăвансене пĕлтерме çапах майне тупнă. Пĕр-пĕрин патне пухăннă, юрланă, ташланă.

Пăтă çисе тухнисем пуçтарăнма тытăннă. Çапла ăсатнă аякри тăвансене. Виççĕмĕш кунне çывăх тăванĕсем пухăннă. Мĕншĕн; Ĕçме-çиме мар. Кам, хăшĕ хăйне тăвансемпе мĕнле тыткаланă ĕçкĕре; Пĕтĕмпех сÿтсе явнă.

Борис БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика