24 августа 2011 г.
Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕ Элĕкре «Çавра сĕтел хушшинче» тĕлпулу йĕркелерĕ. Унăн теми – «Сахалтарах куçса çÿрекен çынсене социаллă инфраструктура объекчĕсене кĕрсе çÿрессине йĕркелес тĕлĕшпе саккунсене пăхăнасси». Семинар-канашлăва 9 районти инвалидсен организацийĕсен ертÿçисем, Чăваш Ен тата район прокуратурисен яваплă ĕçченĕсем, хамăр районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пухăнчĕç.Хăнасене Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юрă саламĕпе кĕтсе илчĕ. Семинар-канашлăва инвалидсен обществин районти организацийĕн ертÿçи Геннадий Деомидов уçрĕ, республика пĕлтерĕшлĕ тĕлпулура умри çивĕч ыйтусене хускатма сĕнчĕ, ăнăçусем сунчĕ. Пухăннисене Элĕк çĕрĕ çинче тĕл пулнă ятпа саламласа, район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев кĕскен район пурнăçĕпе паллаштарчĕ, вырма ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ, тĕл пулăва килнисене телей, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
– Пирĕн республикăра хевтесĕррисемпе çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕчĕ, – терĕ ВОИн Чăваш Енри организацииĕн председателĕ Маргарита Кузьминых. – Ку вăл – тăваттăмĕш семинар. Кун пек канашлусенче инвалидсем хăйсен умĕнчи çивĕч ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшаççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ. Çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулăва Элĕкре йĕркелени те ахальтен мар. Мĕншĕн тесен ку районти инвалидсен организацийĕ республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутланать, элĕксем саккунсене пурнăçлассипе прокуратура ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.
Çак ыйтупах Мускавра та семинар-канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Енри инвалидсен обществин ертÿçи, ЧР обществăлла палатин членĕ М.Кузьминых та хутшăннă. Маргарита Павловна тĕп хулари канашлу çинчен каласа пачĕ, прокуратура органĕсемпе тачă çыхăнура пулса хевтесĕррисене саккун йĕркисене туллинрех ăнлантарса памаллине, инвалидсене яланах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Тĕл пулура çавăн пекех ЧР прокурорĕн аслă пулăшаканĕ А.И.Петров, район прокурорĕ В.В Шоркинпа ăна пулăшаканĕ А.А.Архипов сăмах каларĕç.
Районти социаллă пулăшу центрĕн ертÿçи Юлия Васильевăпа социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева инвалидсене коляскăсемпе, ытти хатĕрсемпе тивĕçтерес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Г.Деомидов ВОИн ку таранччен туса ирттернĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
– Прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле социаллă пĕлтерĕшлĕ 65 объекта – администраци çурчĕсене, больницăсемпе аптекăсене, шкулсене, культурăпа кану, спорт учрежденийĕсене инвалидсене кĕрсе тухма мĕнле йĕркеленине тĕрĕслерĕмĕр, – терĕ Геннадий Васильевич. – Пĕтĕмĕшле илсен, ĕç-пуç аван пырать, çапах çитменлĕхсем те курăнчĕç. Вĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр пĕтермелле.
Çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулура Шупашкарпа тĕп хулари Мускав, республикăри Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Муркаш районĕсенчи прокуратурăсен ĕçченĕсем инвалидсен организацийĕпе пĕрле ĕçленин опычĕпе паллаштарчĕç. Усăллă тĕлпулу Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисен пĕчĕк концерчĕпе вĕçленчĕ. Хăнасене коляскăпа çÿрекен Надежда Николаеван хумхануллă сасăллă юрри уйрăмах тĕлĕнтерчĕ.
Вениамин ПАВЛОВ.